MENU
Главная » 2017 » Март » 11 » Калайкасси клубĕ çумĕнчи «Ентеш» пултарулăх ушкăн Катькассинче.
09:01
Калайкасси клубĕ çумĕнчи «Ентеш» пултарулăх ушкăн Катькассинче.

Фоторепортаж

      Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Калайкасси клубĕ çумĕнчи «Ентеш» пултарулăх ушкăн Катькас ял çыннисене çуркуннехи уяв ячĕпе хăйĕн юрри-ташшипе саламларĕ. Хăйсен çепĕç те шыв юххи пек шăнкăртатакан сассисемпе ансамбль солисчĕсем Любовь Горшкова, Зинаида Мазуркина, Тамара Вострейкина, Николай Фролов куракансене тыткăнларĕç. Вĕсем шăрантаракан чăваш тата вырăс халăх юррисем чуна пырса тивмелле янăрарĕç, пĕрле юрласа савăнма хистерĕç.  Иосиф Александров бянист йĕркелесе пынипе кашни юрра икĕ-виçĕ сасăпа юрлани те клуба пуçтарăннă çынсене тĕлĕнтерчĕ. Пурнăç мыскарисем, тĕрлĕ юрă-ташă сюити, ушкăнпа юрланă юрăсем – пурте питĕ вырăнлă пулчĕ. Хĕрсен ушкăнĕ вара илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕ.

 «Ентеш» ушкăна тав сăмахĕ каласа хăйĕн пултарулăхĕпе татах та нумай çынна савăнтарма çирĕп сывлăх та анăçÿ сунар!

 

Просмотров: 303 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar