MENU
Главная » 2017 » Август » 3 » Ял уяве асамра
10:18
Ял уяве асамра

   Çулсеренех Анаткас Хачӑк ялĕн уявне Илле кунĕнче паллӑ тӑваççĕ. Кӑçал та ятарласа уява ирттермелли вырӑнта кӑнтӑрлах ялти депутат О.Данилова йĕркеленипе маттур та пултаруллӑ хĕрарӑмсем мӑн хуранпах шÿрпе пĕçерме çакса ячĕç.

   Таврана часах тутлӑ шÿрпе шӑрши сарӑлчĕ. Вӑр-вар хĕрарӑмсем вӑрӑм сĕтеле майĕпен тутлӑ апат-çимĕçпе тултарма пуçларĕç. Каçхи пилĕк сехет тĕлне уява ялти халӑх пуçтарӑнчĕ. Кунта ачи-пӑчи те ватти-çамрӑкки те пуçтарӑнчĕ.

  Ял халӑхне уявпа саламлама Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов тата культура Çурчĕ çумĕчи «Шураппа» пултарулӑх ушкӑнĕ те килсе çитрĕç. Чӑн малтанах ялти ватӑ та сумлӑ асаннесемпе асаттесем ура çине тӑрса тура кĕл тусрĕç, уява лайӑх ирттересчĕ тесе сим-пыл сӑрине астивсе,туллии кĕрекене вырнаçса ларчĕç.

   Д.Кириллов пурне те Илле кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, ял халӑхĕпе çакӑн пек килĕштерсе уяв ирттерме пултарнишĕн тавсӑмахĕ каларĕ, ялти маттур та пултаруллӑ çынсене, ялти ĕçсене туса ирттерме пулӑшнӑшӑн, В. Даниловпа Г.Сидорова тав çырӑвĕсем парса чыс турĕ.

  «Шураппа» ушкӑн пурне те уявпа саламласа, юрӑ-ташӑпа, шÿтсемпе хавхалантарса тӑчĕ. С.Ершова ертсе пыракан ял халӑхне çакӑн пек уяв йĕркелеме пултарнишĕн чунтанах тав турĕ. С.Ершова, Г.Шалтынова, В.Волкова тата Е.Иванова хӑйсен уçӑ та илемлĕ сассисемпе пурне те тыткӑнлама пултарчĕç. Н.Кондукторова хуткупӑсçӑ артистсене кӑна мар, ял халӑхне те юрлаттарса- ташлаттарса тӑчĕ. Чунтанах савӑнчĕç Анаткас Хачӑк ялĕн çыннисем.

  О.Данилова депутат яланхи пекех ялти чи çамрӑк пепкене, чи ватӑ çынна, артистсене парнесем парса чыс турĕ. Килес çулçак ялӑн 300 çулхи юбилейне анлӑн паллӑ тӑвасчĕ терĕ.

   Çак ял ахаль те илемлĕ ял, çапах та килес çула вали Анаткас Хачӑксен татах та илемлĕрех пултӑр тесен, нумай вӑй хурмалла пулать. 300 çулхи юбилейра ял хушшинче сахал мар конкурсем туса ирттерме палӑртаççĕ ял тӑрӑхĕпе культура ĕçченĕсем тата ялти актив. Чылайччен сÿтсе яврĕç çакӑн пирки уява пуçтарӑннӑ ял çыннисем.

   Çанталӑкне кура уявĕ те илемлĕн иртсе кайрĕ çак каç. Тулли кӑмӑлсемпе килес çул тата та вӑйлӑрах ирттересчĕ тесе, килĕсене майĕпен саланчĕç уяв хӑнисем.

    Чӑваш Республикин культура Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Голубева

Просмотров: 367 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar