MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 1 » Ярославка Культура Ҫурчĕн ĕҫченĕсем Нискасси вăтам шкулĕнче «Пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи» конкурс ирттерчĕҫ
21:10
Ярославка Культура Ҫурчĕн ĕҫченĕсем Нискасси вăтам шкулĕнче «Пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи» конкурс ирттерчĕҫ

Нискасси вăтам шкулта «Пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи» конкурс иртрĕ

Чук уйăхĕн 30- мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Нискасси вăтам шкулта «Пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи»  конкурс иртрĕ. Унта 7-10 ҫулхи пуçламăш классенче вĕренекен херачасем хутшăнчĕҫ.  Конкурса чăваш чĕлхине аталантарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентес, хăйсен пултарулăхне аталантарма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Ăмăрту программи ҫакăн пек пайсенчен тăнă:

Пĕрремĕш конкурс - визитка «Хам ҫинчен каласа парам-ха». Пĕчĕк пепкесен хăйсем ҫинчен каласа пама тур килнĕ.

Иккĕмĕш конкурс – «Чи тавҫăрулли». Конкурсанткăсен чăваш ен культурине, историне, йăли-йĕркине пелсе ыйтусем ҫине тĕрĕс хурав тупса памалла пулнă.

Виҫҫĕмĕш конкурс – «Творчествăлла конкурс».  Кунта вара пĕчĕкҫĕ пепкесен хайсен пĕтĕм пултаруллăхне кăтартса пама пултарнă : ташă-и вăл, юрă-и, сăвă-и, е театрла постановка-и.

Тăваттăмĕш конкурсра пикесен алă ĕҫĕ тума пĕлнине катартса памалла пулнă.

Пиллĕкĕмĕш конкурс- «Литературă  конкурсĕ». Кунта  хĕрачасен хăйсем кăмăлланă поэтсен сăввисене суйласа илсе хитре, чуна пырса тивмелле каласа памалла пулнă.

Пĕтĕмлетӳ тунă май пепкесен ташăпа юрă ăсталăхне,сăвва чăвашла тĕрĕс те таса калама пĕлнине шута илнĕ.

Ҫавăн пек вара  «Пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи» титула пĕрремĕш класра вĕренекен Волкова Валерия  ҫĕнсе илме пултарчĕ.

«Вице пĕчĕк ҫăлтăр Илемпи» номинацие иккĕмĕш класра вĕренекен Попугаева Анна ҫĕнсе илчĕ.

 «Чи тавҫăруллă пĕчĕкҫĕ пике» номинацие – пĕрремĕш класра вĕренекен  Волкова Виктория па виҫҫĕмĕш класра вĕренекен Суворова Фёкла .

«Чи пултаруллă пĕчĕкҫĕ пике» номинацие -  тăваттăмеш класра вĕренекен Флангова Нелли.

«Чăваш ăс-хакăлне упракан пĕчĕкҫĕ пике» номинацие –тăваттăмĕш класра вĕренекен Флангова Нонна.

«Чи тăрăшуллă пĕчĕкҫĕ пике» номинацие –виҫҫĕмĕш класра вĕренекен Карпова Кристина.

«Хӳхĕм пĕчĕкҫĕ пике» номинацие – виҫҫĕмĕш класра вĕренекен  Голубева Виктория.

Уяв питĕ ырă,  кăмăллă, килĕшмелле, пĕр сывлăш ҫаврăмĕпе иртрĕ.

Тăван чĕлхене манас марччĕ, упраса хăварасчĕ!

Татах та нумай ҫавăн пек  уявсем палсамăрччĕ!

 

Просмотров: 275 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar