MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 7 » Юбилейпа саламларĕç
13:59
Юбилейпа саламларĕç

Юбилейпа саламларĕç

 

«Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнĕ декабрĕн 6-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕнче хӑйĕн сумлӑ 20 çулхи юбилейне чаплӑн паллӑ туса ирттерчĕ. Çак пултаруллӑ ушкӑна районти фольклор ушкӑнĕсем тата Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районĕнчи фольклор ушкӑнĕсем саламлама килсе çитрĕç. Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи "Шураппа" фольклор ушкӑнне те çак уява пыма йыхра ячĕç. Савӑнсах хутшӑнма кӑмӑл турĕç Москакасси артисчĕсем.

Уяв тĕлĕнмелле илемлĕн тата ӑшӑ кӑмӑлпа иртрĕ. Уяв программине Надежда Егорова çав тери илемлĕн ертсе пычĕ. «Муркаш» фольклор пултаруллӑх ушкӑнне пĕрин хыççӑн тепри тухса саламларĕ, пултарулӑ фольклор ушкӑнĕсем вара илемлĕ чӑваш халӑх юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç. Залра ларакансем алӑ тупанĕсем ыратичченех алӑ çупса ларчĕç уяв каçĕнче.

«Шураппа» фольклор ушкӑнĕ те ыттисенчен каях юлмарĕ. «Муркаш» фольклор ушкӑнне илемлĕ сӑмахсем каласа парне, хуплу парса чыс турĕç, юрӑ –ташӑпа саламларĕç. Кӑмӑллӑн кĕтсе илчĕç Москакасси артисчĕсене куракансем.

Просмотров: 186 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar