MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 18 » Юнкӑри культура ҫуртӗнче "Юрла, чăваш, юрла» концерт иртрӗ
16:52
Юнкӑри культура ҫуртӗнче "Юрла, чăваш, юрла» концерт иртрӗ

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать сăпайлăн, уҫҫăн, чăвашла.

Ҫак кунсенче   Юнкӑри культура ҫуртӗнче "Юрла, чăваш, юрла» концерт иртрӗ. Ку концерта эпир аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев ҫулталăкĕ вĕҫленсе пынине халалларăмӑр.  

Иван Яковлевич  Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах  хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест. Чăвашсен ҫĕнĕ ҫырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуҫлани, чăваш ачисем  валли шкулсем уҫни халăх кун-ҫулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ҫырса хăварнă халала та асра тытасчĕ, чăвашлăха аталантарса ҫÿле ҫĕклесчĕ.

 Чăваш халăхĕ   авалтанах  мĕн-пур ĕҫе те, уява та ҫăкăр-тăварпа пуҫланă, хăнана та  тарават кĕтсе илнĕ.   Эпир те концерта  ҫăкăр-тăварпа  пуҫларăмăр. Концерт программин пӗрремӗш пайӗнче куракансем ӗлӗкхи чăваш халӑхӗн тырӑ вырнӑ вӑхӑтне курса савӑнчӗҫ. Чăвашсен авалхи ҫипуҫӗ,ӗҫ вӑхӑтӗнчи тата канура юрланӑ юрӑсем, чӑваш ташши куракансене питӗ кӑмӑла кайрӗҫ. Константин Иванов   ҫырнӑ "Нарспи" поэмӑн сыпӑкне те ҫамрӑксем питӗ пултаруллӑ выляса пачӗҫ.

Концерт программин иккӗмӗш пайӗнче хальхи вӑхатри чӑваш юррисем илемлӗ янӑрарӗҫ. Ачасен, ҫамрӑксен тата хӗрсен ташши питӗ чуна хавхалантарчӗ.

Программӑра куракансене валли савӑнӑҫлӑ самант та пулчӗ, ҫитес кану каҫне килмелли билетсем выляттарса парнелерӗҫ.

Чăваш, чăвашлăх, тăван чĕлхе, тăван ҫĕршыв- ҫакăнта мар-и ха чăвашсен сенкер пĕлĕчĕ, уҫă сывлăшĕ, аслати-ҫиҫĕмĕ, уйĕ-хирĕ, улăхĕ-ҫаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ…

Пурнăҫра ăру хыҫҫăн ăру иртет. Пĕр ăру тĕнчепе сывпулашать, тепри ҫуралать. Вĕсен пурин те ăс-пуҫ пуянлăхĕ чăвашлăхра упранса юлать- халăх  сăмахлăхĕнче, сăввинче, юмах-халапĕнче тата юрри –ташшинче.

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

       

Просмотров: 330 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar