MENU
Главная » 2017 » Март » 11 » Юнкă ял тăрăхĕнче культура вучахĕ сÿнмест.
09:51
Юнкă ял тăрăхĕнче культура вучахĕ сÿнмест.

          Тĕлĕнмелле сăваплă та ырă йăла-йĕрке, ăмсанмалла та хитре тĕрĕ-эреш,  чуна уçакан сăвă-юрă, чĕрене килентерекен ташă-кĕвĕ пулнă пирĕн мăн асаттепе асаннесен. Çак йăла-йěркесенче, ташă-юрăсĕнче халăхăн шухăшлавĕпе тавракурăмĕ, кун-çулěн шăпи, телейěпе ěмěт-тěллевě палăрса тăраççĕ.  Шур сухаллă асаттесемпе сăпай асаннесем мăнукĕсене каласа парса çак ырă йăлана ламран-лама упраса пынă. Вěсем çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел ÿсме, сăпайлă та пултаруллă пулма, ватта сума сума, йывăрлăхсемпе чăрмавсене хăюллăн çěнтерсе пыма вěрентнě. Юнкă ял тăрăхĕнчи культура вучахĕ  тăван халăхăн йăли-йěркисене упрассишĕн тăрăшать.

     Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Ларма каçĕ» пулассине пĕлсен асаттепе асаннесен ыр йăлине пуç таякан шураппасем масмак-сурпанĕсене, аму-лентисене, пир кĕписене хаваспах çÿпçерен кăларса тăхăнса культура Çуртенче пуҫтарӑнчӗҫ. Пăхса тăранмалла мар илемлĕ чăваш халăхĕн авалхи тумĕ, тĕрри-эрешĕ. Уява пурте асламăш-кукамăшĕсенчен пĕçермевĕренсеюлнă кучченеçсемпе, хăйсемкăмăллакан ал ĕçĕсемпе килчĕç.     

     Юнкă тăрăхĕнче ал ăстисем чылай иккен. Ăстаçăсем пĕр-пĕрне хăйсен ал ĕçĕн кăткăслăхĕпе паллаштарчĕç. Романова Алина бисерпа тĕрĕс тĕрлемене вĕрентрĕ. Иванова Зинаида илемлĕ минтер питне еплерех çыхсан килĕшÿллĕ пулнине ăнлантарчĕ. Шандимирова Надежда крючокпа пушмак çыхнин мелĕпе паллаштарчĕ. Тойильдина Зоя хресле тĕрре мĕнле тĕрлемеллине хăнăхтарчĕ. Людмила Кудряшова алмаз тĕррине мĕнле тĕрлемеллине кăтартрĕ. 

   Ларма каçĕ апат çимĕçсĕр пулмасть. Пĕр-пĕрин кучченеçне тутанса хак пачĕç. 1 Май выççăлкинчи пурăнакан Мохнатова Валя тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе килнĕ: пĕçернĕ кавăн, сысна ашĕнчен сысна çури евĕр туса хатĕрленĕ сутĕн, турăхĕпе, ăшаланă çĕрулмийĕ пурне те кăмăла кайрĕ. Ăна 1 вырăн парса чысларĕç. Иштудова Людмилăн кукăльне – 2-мĕш вырăн, Ванюшкина Розăн палан шÿрпине 3 вырăн тесе хакларĕç. Вӗсене асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

     Шураппасем мăн асаттесен авалхи юррисене тăсса юрласа ярсан культура вучахне чĕрĕлĕх кĕчĕ тейĕн. Кашни юрри хăй ахах, кашни юрри хăй мерчен. Юрăсенче халăхăн ěçě-хěлě, ěмěчě-шухăшě, вăййи-кулли, хуйхи-суйхи шăрçаланать. Ахальтен мар «Юрă пур та, пурнăç пур», - теççě чăвашсем. Меркурий Борисович яш вăхăта аса илсе пуçĕсене уха-уха, урипе тăпăртатса купăсне тăсса ярсан ларма хĕрĕсем ташша сиксе тухрĕç. Çапла юрă-хыççăн юрă, вăйă-кулă чылай вăхăта тăсăлчĕ.

     Ал ĕç маçтăрĕсем малашне те час-часах пуçтарăнма планларĕç, çавăн пекех хăйсемпе пĕр шухăшлисене хаваспах хăйсен ушкăнне йыхравлани çинчен пĕлтерчĕç.

    Пирěн пурин те тăван халăхăн йăли-йěркипе ытарайми сăвви-тěррине, иксěлми культурине çине тăрса малалла аталантармалла, мěншěн тесен чăваш тени чăвашлăхпа илемлě, хăйне чăвашлăхра кăн амăнаçлă туять. Çав илеме пěтме парас марччě.

Просмотров: 344 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar