MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 17 » Катькасри Культура çуртĕнче «Ырă тăвар пĕрне-пĕри» ятпа пысăк концерт иртрĕ
20:18
Катькасри Культура çуртĕнче «Ырă тăвар пĕрне-пĕри» ятпа пысăк концерт иртрĕ

Катькасри Культура çуртĕнче «Ырă тăвар пĕрне-пĕри» ятпа пысăк концерт иртрĕ

«… Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса тăни

пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр…»

(И.Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал»)

2018 çул пĕтиччен шутлă кунсем юлчĕç, пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт. Çулталăк таршшĕпех тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне тата Чăваш Енри И.Я. Яковлев çулталăкне вĕçленĕ май Катькасри Культура çуртĕнче раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пуçламăш класра вĕренекенсем – хастар та маттур, пултаруллă чăваш тумĕ тăханнă ача-пăча «Ырă тăвар пĕрне-пĕри» ятпа пысăк концерт кăтартрĕ. Анлă концерт программипе ял халăхне сехет ытла савантарчĕ.

Ял халăхĕ пур кăмалтан вĕренекенсен пултарулăхне пăхса ларса киленчĕ, тăваллăн алă çупса хавхалантарчĕ. Класс ертÿçисем – Данилова Алина Николаевна, Иванова Наталия Геннадьевна, Никольская Надежда Вячеславовна, Павлова Елена Петровна, илемлĕх ертÿçи – Кондукторова Надежда Максимилиановна концерт программине тĕплĕн хатĕрленĕ. Кашни класс ырă кăмăллăх, пархатарлăх, çынна ырă тумалли пирки сăвă вуларĕ, юрларĕ. Çавăн пекех ачасем И.Я. Яковлев калавĕсемпе юмахĕсене те хавхаланса, кирлĕ çĕрте сасса улăштарса каласа пачĕç, калавĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ инсценировкăсене те кăтартрĕç. Тĕрлĕрен шÿтлĕ сценкăсем те кăмăла çĕлерĕç. Ачасем хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Чăваш сăвви-юрри сцена çинчен уççăн янăрарĕ, ачасен ташшисем чуна тыткăнларĕç.

Программăна Катькас ял библиотекин ертÿçи А. Угарова ертсе пычĕ. Уява пынă халăх концерт пуçланиччен «И.Я. Яковлев калавĕсене ÿкеретпĕр тăрăшсах» ятпа ирттернĕ ÿкерчĕксен конкурсĕпе те, Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан кĕнекесемпе, ырă ĕç çинчен çырнă литературăпа та паллашма пултарчĕ. Ачасем вара çав тери тăрашса ÿкернĕ!

Уяв вĕçленсен А. Угарова чаплă концерт йĕркеленишĕн ачасемпе вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Ял халăхĕ ачасене савăк-кăмăл, ырă туйăм парнеленишĕн тав туса тăвăллăн алă çупрĕ. Татах килсе савăнтарма ыйтрĕ.

Калайкасси шкулĕн директорне – Ершова Татьяна Аркадьевнăна концерт валли транспорт уйăрса панишĕн, водительсене – Григорьев Василий Петровичпа Олаев Феликс Александровича чун-чĕререн тав тăватпăр. Малалла та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатпăр.

 

      

      

      

 

Просмотров: 310 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar