MENU
Главная » 2018 » Февраль » 19 » Хĕл ăсатăвĕ – Мăн Сĕнтĕрте.
09:19
Хĕл ăсатăвĕ – Мăн Сĕнтĕрте.

    Фоторепортаж

    Вырсарни кун, февралĕн 18-мĕшĕнче, Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн тепĕр пысăк уяв пулса иртрĕ. Хĕл ăсатăвĕ – пуриншĕн те кĕтнĕ уяв. Чăнах та кĕтетпĕр – çке çак уява. Хĕл сиввисем иртсе пыраççĕ, умра  хĕвеллĕ  çуркунне. Çăварнине хатĕрленсе Мăн Сĕнтĕр райповĕн хĕрĕсем тĕрлĕ çĕрте халăха валли çуллă икерчĕсем пĕçерсе тăчĕç, тутлă апат-çимĕçĕ те, шашлыкĕ те пиçсе тăчĕ уявра.

   Уява «Янаш» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ «Çăварни» юррипе уçрĕ. Хăйсен илемлĕ юррисемпе куракансене савăнтарчĕç.

    Чылай ушкăн килсе çитнĕ Мăн Сĕнтĕре. Москакасси ял тăрăхĕнчен виçĕ ушкăн пулчĕ Çăварни уявĕнче. Рыкакасси клубĕ çумĕнчи ача-пăча фольклор ушкăнĕ «Çăварни» чупнине кăтартрĕ, «Туслăх» ушкăн тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ, Москакасси культура Çурчĕ çумĕчи «Шуçăм» халăх юрăпа  ташă  ушкăнĕ  юрă-ташăсемпе  хавхалантарчĕ куракансене. Пĕр мăшăр Ольгăпа  Евгений Тимофеевсем илемлĕ чăваш юррипе куракансене тыткăнларĕç. Г.Вастрюкова, Е.Тимофеев тата С.Николаев эстрада юррисемпе пурне те ташлаттарма пултарчĕç.

     Хитре илемлетнĕ Тур лаши те уява пынисене каттаччи чуптарчĕ, тĕрлĕрен спорт вăййисем те пулчĕç.

     Чи хумхануллă самант, «Катемпине» çунтарса яни пулчĕ.

     Питех те хаваслă иртрĕ уяв. Тавтапуç, çак уява йĕркелекенсене!

Просмотров: 493 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar