MENU
Главная » 2018 » Июнь » 1 » Хÿтлĕх кунĕ - Москакассинче.
08:17
Хÿтлĕх кунĕ - Москакассинче.

           Июнĕн 1-мĕшĕнче Çĕршывӑн пур кĕтесĕнче те ачасене хÿтлĕх кунĕ ячĕпе саванӑçлӑ уяв ирттереççĕ.

         Çанталӑкĕ сивĕ пулчĕ пулин те, Москакасси культура Çуртне, ачасемпе ашшĕ- амӑшĕсем, аслашшĕ- асламӑшĕсем самаях пуçтарӑнчĕç.

         Чаршав уçӑлсан, сцена çине «Колокольчик» ача сачĕн ачисем балалйкӑпа выляса илемлĕ ташӑ кӑтартрĕç. Пухӑннисене тĕрлĕрен сӑвӑсем каласа, юрӑсем юрласа уяв ячĕпе саламласа пурин кӑмӑлне те уçрĕç. В.Д.Люцева концерт программине илемлĕн ертсе пычĕ, В.С. Макарова ачасене баянпа выляса юрӑсене илемлĕн шӑрантарма пулӑшрĕ.

         Москакасси ял тӑрӑхĕнчи ачсене уяв ячĕпе саламлама Муркаш район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Л.Иванова тата экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева килсе çитрĕç. Вĕсем залра ларакан ачасене тата вĕсен ашшĕ-амӑшĕсене район администрацийĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕç, пурнӑçра, çемьере ыррине кӑна сунчĕç. Ашшĕ-амӑшĕсене, пĕчĕк пепкесене сывлӑхлӑ çитĕнтерме сывлӑх сунса ачасене тутлӑ çимĕçпе сӑйларĕç.

      Малалла уява Москакасси вӑтам шкул ачисем юрӑ-ташӑсемпе тӑсса, залра ларакансене тыткӑнларĕç.

     Паллах, уявӑн тĕп тĕллевĕ, çулталӑка çитмен пепкесене тата вĕсен ашшĕ-амӑшĕсене саламласси пулчĕ. Сивĕ çанталӑка пӑхмасӑрах килнĕ амӑшĕсене тата вĕсен пепкисене сцена çине улӑхма ыйтрĕç.  Çулталӑк хушшинче 30 ачана яхӑн çуралнӑ пепкесен ашшĕ-амӑшĕсем тӑваттӑн кӑна çитрĕ паянхи уява. Вĕсене Москакасси ял тӑрӑхĕ тата хĕрарӑмсен канашĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа парнесем парса чыс турĕç. Нумай ачаллӑ çемьесенчен кӑçал Ситуккасси ялĕнче пурӑнакан Татьянӑпа Сергей Петровсен çемьи пулчĕ. Паянхи кун вĕсен çемьинче 6 ача. Чӑнах та, хальхи вӑхӑтра çакӑн чухлĕ ачана пӑхса çитĕнтерме çӑмӑлах мар çав. «Сывлӑх пулсан, хамӑр тӑрӑшсан, йывӑрах мар»,- терĕ çамрӑк хĕрарӑм Татьяна. Апла пулсан, вĕсене ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме ӑнӑçу сунас килет.

       Москакасси ял тӑрӑхĕ тата культура Çурчĕ ячĕпе Çамрӑк артистсене тата пĕчĕк пепкесене тутлӑ çимĕçсемпе тата парнесем парса чысларĕç.

        Уявран хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç пухӑннисем.

Просмотров: 303 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar