MENU
Главная » 2019 » Январь » 26 » Куракансен кӑмӑлне çĕклерĕç
13:40
Куракансен кӑмӑлне çĕклерĕç

Куракансен кӑмӑлне çĕклерĕç

Çветуй Татьяна кунĕнче, январĕн 25-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнчи «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ инçе çула тухрĕ. Çак каç вĕсем Шупашкар районĕнчи Сарабакасси культура Çуртĕнче ял халӑхне хӑйсен пултарулӑхĕпе савӑнтарчĕç.

Палӑртнӑ вӑхӑтра зал куракансемпе тулчĕ. Концерта Дарья Чермакова хӑйĕн çепĕс те илемлĕ сассипе «Чӑваш ен» юрӑпа уçрĕ. Вӑл юрланине залра ларакансем пĕр сывламасӑр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Юрласа пĕтерсен   «Маттур!» тесе тӑвӑллӑн алӑ çупса ячĕç.

Ертсе пыракан залра ларакансене пурне Çветтуй Татьянӑсен кунĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, уйрӑмах залра ларакансене телейлĕ пурнӑçпа пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунчĕ.

Малалла артистсем куракансене чӑвашла, вырӑсла юрӑсемпе, ташӑсемпе тата шÿтсемпе савӑнтарчĕç, лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç, çуралнӑ кунпа та саламларĕç çак ялта пурӑнакансене. Куракансене пуçа усса ларма ирĕк те памарĕç. Концерт программи анлӑ та интереслĕ иртрĕ. Юрлакансем чĕрĕ сасӑпа юрлани пурин кӑмӑлне те уçрĕ. Чылая тӑсӑлчĕ концерт. Концерт вĕçленсен те чылай вӑхӑт хушши артистсене сцена çинчен кайма ирĕк памарĕç куракансем. Д.Чермакована уйрӑмах ырӑпа асӑнса хӑварчĕç. Ăна Мускава çитсе «Голос» конкурса хутшӑнма сĕнÿ пачĕç. Юлашкинчен татах юрлама ыйтрĕç. Дарья вĕсен кӑмӑлне хаваспах тивĕçтерчĕ. Культура Çурчĕн ертÿçи ӑна асӑнмалӑх парне парса хавхалантарчĕ.

Культура Çурчĕн ертÿçи Ю.В.Андреев артистсене ял халӑхĕ ячĕпе тав сӑмахĕ каларĕ, малашне те халӑха савӑнтарса çÿреме ӑнӑçу сунчĕ. Муркаш районĕнче чӑннипех те юрра-ташша юратакансем пурӑнни çинчен аса илчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем патĕнче пирĕн районтан тепĕр 2 пултаруллӑ ушкӑн куракансене савӑнтарса хӑварни çинчен пĕлтерчĕ. Юлашкинчен тата килсе çÿреме пĕтĕм халӑх ячĕпе ыйтрĕ Ю.Андреев. Çитес вӑхӑтра «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕпе тата «Шураппа» фольклор ушкӑнĕпе килсе халӑха савӑнтарма шантарчĕç Москакассисем.

Просмотров: 293 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar