MENU
Главная » 2017 » Март » 29 » Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕ Рыкакасси клубне ыркăмăллăх концерчĕпе тухма кăмăл турĕ.
10:40
Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕ Рыкакасси клубне ыркăмăллăх концерчĕпе тухма кăмăл турĕ.

         Фоторепортаж

        Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕпе культура ĕçченĕсем пĕр шухăшлă пулса, Рыкакасси клубне Ыркăмăллăх концерчĕпе тухма кăмăл турĕç.

    Çак концертра пухăннă укçа-тенкĕпе Çĕлеменькассинче пурăнакан пĕр çамрăк çынна пулăшма шутларĕç. Шел пулин те, концерт пăхма çынсем нумаях тухмарĕç. Сахаллăн пулчĕç пулин те, концертăн кашни номернех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

     Пĕр пĕчĕк арçын ачапа хĕрача аллисемпе те урисемпе те тăпăртаттарса ларчĕç кăна артистсемпе пĕрле. Çакна курса, хуткупăспа вылякан Надежда Кондукторова выляма чарăнчĕ те Роман Николаева параппан, Кристина Грачевана бубен алла тыттарчĕ. Хайхискерсем, концерт вĕçленичченех хăйсен инструменчĕсене алăран вĕçертмесĕр кĕвĕ çеммипе чăн-чăн артистсем пек мӑнаçлӑн, пĕр вӑтанмасӑр тăрса вылярĕç. Курма килекенсем тата хытăрах аллисене çупса, концерта илемлетсе тăчĕç.

   Чылая тăсăлчĕ концерт. Çапах та пĕчĕк артистсем ывăнма пĕлмесĕрех вылярĕç инструментсемпе, вĕсен куçĕсем хĕмленсе кăна тăчĕç. Концерт вĕçленсен, çак çамрăк артистсене Н.Кондукторова тутлă кучченеç парса хавхалантарчĕ.

       Пĕтĕм ял халăхĕ ячĕпе, Рыкакасси ялĕнче пурӑнакансем А.Родионовпа Г.Короленко çакă ырӑ пуçару тунӑшӑн тата пуян та интереслĕ концерт парнеленĕшĕн, чунтанах тав турĕç артистсене. Татах та нумай концертсемпе килсе, Рыкакасси тăрăхĕнче пурăнакансене савăнтарса тăма ыйтрĕç.

      Çак концертра пухăннă укçана Н.Кондукторова урлă парса, инкек курнă çамрăка çитерсе пама ыйтрĕç «Шураппасем». «Кăштах та пулин эмель илмеллĕх пултăр»,- терĕç вĕсем укçа-тенкĕ сахал пухăннишĕн кулянса. Çакăн пек Ыркăмăллăх концерчĕсене ял халăхĕн тухмалла пек туйăнать ĕнтĕ. Шел пулин те, артистсем çакна кĕтсе илеймерĕç çак каç. 

Просмотров: 353 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar