MENU
Главная » 2017 » Март » 13 » Москакасси культура çурчĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕ «Чăваш тумĕ-халăх пуянлăхĕ» конкурсра.
14:31
Москакасси культура çурчĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăнĕ «Чăваш тумĕ-халăх пуянлăхĕ» конкурсра.

Фоторепортаж

      Иртнĕ эрнере Муркашри Тури чăвашсен музейĕнче Муркаш районĕнчи Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕн ертӳçи Н.Николаева йĕркеленипе «Чăваш тумĕ-халăх пуянлăхĕ» конкурсне интереслĕ те тĕплĕн хатĕрленĕ. Конкурса Муркаш районĕнчи чылай ял тăрăхĕнчен хутшăнчĕç. Пурте хăйсен ăрăвĕнчи авалхи çипуçсене илсе килчĕç çак каҫ. Эпир те,Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем, «Шураппа» фольклор ушкăнĕпе çак конкурса хутшăнма кăмăл турăмăр. Е.Пушкина, П.Никифорова тата ыттисем те хайсен çӳпçисенчен авалхи çипуçсене кăларса çак конкурса илсе килме кăмăл турĕç. С.Ершова çак çипуçсем пирки çав тери тĕплĕн ăнлантарса пачĕ тӳресене тата куракансене. Питех те кăсăкланса итлерĕç вăл калаçнă чух. Ĕлĕкхи юрăсене те шăрантарчĕ «Шураппа» ушкăн.

          Чăннипех те, çав тери интереслĕ пулса иртрĕ çак конкурс. Мĕн чухлĕ авалхи çипуçсене пăхса киленмерĕмĕр пулĕ çак каç. Кунта кĕмĕлтен тунă амасем те, килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ çипуçсем те, пурне те кăсăклантарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Мĕн тĕрлĕ сурпан пăхса киленмерĕмĕр пуль çак куравра. Ĕлĕк çутти те пулман-çке, тĕрлессе вара, çав тери вĕттĕн тĕрлесе эрешленĕ сурпансене. Конкурса хутшăнакансем ĕлĕкхи çипуçсене хăйсем çине тăхăнса, тӳресем умĕнче çак çипуçсем хăйсен асламăш – аслашшĕсенчен юлни пирки тĕплĕн каласа пачĕç. XIX-XX-мĕш ĕмĕрхи çипуçсене те куртăмăр çак конкурсра. Чăннипех те ĕлĕкхи пурнăçа аса илтĕрчĕç çак çипуçсем. Çав вăхăтри пурнăçра пулса курнă пекех туйрăмăр çак курав-конкурс каçĕнче. Муркаш районĕнче те тĕлĕнмелли, мухтанмалли нумай иккен.

          Тавах çак конкурса йĕркелекенсене, Тури чăвашсен музейĕнче ĕçлекенсене пире çавăн пек парне туса панишĕн.

             

Просмотров: 375 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar