MENU
Главная » 2017 » Март » 30 » Москакасси культура Çуртĕнче Чемей клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» пултарулӑх ушкӑнĕ хӑйĕн юрри-ташшипе халӑха савӑнтарчĕ.
10:47
Москакасси культура Çуртĕнче Чемей клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» пултарулӑх ушкӑнĕ хӑйĕн юрри-ташшипе халӑха савӑнтарчĕ.

     Фоторепортаж

     Нумаях пулмасть Москакасси культура Çуртĕнче Чемей клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Илем» пултарулӑх ушкӑнĕ хӑйĕн юрри-ташшипе халӑха савӑнтарчĕ.

     Чӑннипех те савӑнтармаллипех савӑнтарма пултарчĕ çак ушкӑн куракансене.

   Çимĕк уявне кĕтсе илнине халалларĕç Чемей ялĕн артисчĕсем. Хуткупӑссӑр халӑх умне тухса ,илемлĕрен те илемлĕ юрӑсем шыв юххи пек шӑрантарни, савӑнтарма кӑна мар, тĕлĕнтерсех ячĕç куракансене .Чӑваш халӑх юррисене те, композиторсен юррисене те çав тери çепĕççĕн те тĕрĕс юрлама пултарчĕç артистсем. Куракансем кашни юрлама тухаканах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Мĕн тери уçӑ сасӑсемпе пĕр сасӑпа юрланӑ пекех юрларĕç вĕсем.

   Куракансем чӑннипех те нумайччен калаçрĕç çак ушкӑн пирки культура Çуртĕнчен тухса каиччен. Пĕр-пĕрне паллакансем вара ыталашсах ӑсатрĕç артистсене.

     Культура ĕçченĕсенчен нумай чух çакна илтме пулать: - «Баянист çук та, мĕнле юрламалла пирĕн?» - тенине. Ку ушкӑна çÿрекенсем вара, пачах та пуçĕсене усман, шухӑшланӑ та йĕркеленсе юрлама пуçланӑ.

    Çак ушкӑна йĕркелеме пултарнӑ Надежда Сорокинӑна çав тери пысӑк тав сӑмахĕ калас килет манӑн. Тавтапуç çак ушкӑна çÿрекенсене! Ялсем тӑрӑх çÿресе, хӑварӑн пултарулӑхӑрпа куракансене савӑнтарма пултарнишĕн. Ан усӑр пуçӑрсене нихӑçан та, малашне ĕçлесе пыма сире, пурне те ӑнӑçу сунатпӑр!

     Тавах сире культура вучахне сÿнме паманшӑн!

Просмотров: 310 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar