MENU
Главная » 2017 » Март » 7 » Москакасси культура Çуртĕнче савăнăçлă уяв каçĕ пулса иртрĕ.
13:31
Москакасси культура Çуртĕнче савăнăçлă уяв каçĕ пулса иртрĕ.

      Фоторепортаж

          Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунне халалласа Москакасси культура Çуртĕнче савăнăçлă уяв каçĕ пулса иртрĕ. Çак савăнăçлă уява Москакасси ялĕнче пурăнакан Евгений Тимофеев тата унăн тусĕсем эстрада юррисене кăмăллакансене йыхравларĕç. Зала ку тăрăхри А.В.Брагина ӳнерçĕн картинисем зала çурхи илем кӳчĕç, Л.В.Ванюшкина библиотекарь хĕрарăмсене халалласа йĕркеленĕ кĕнеке выставкипе паллашма пултарчĕç культура Çуртне пухăннисем.

        Юлашки вăхăтра концертсене 20-40 çын кăна пуçтарăначчĕç пулсан, çак каç культура Çурчĕ асăннă вăхăтра куракансемпе лăк тулли тулса ларчĕ.

        Чаршав уçăлсан, куракансем умне çурхи чечек пек илемлĕ те илĕртӳллĕ П.Лебедева тухса тăчĕ. Вăл пурне те Çурхи уяв ячĕпе тата Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа уява пуçлама сцена çине Д.Макаровăна йыхравларĕ. Дарья фортепьяно çинче «Прятки» произведенине выляса, пурин чĕрине те хускатрĕ. Вăл вылянине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

         Сцена çине Е.Тимофеева йыхравласан, залра ларакансем çав тери тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Юрă хыççăн юрă шăратрĕ çамрăк та пултаруллă юрăç. Малтанах уяв ячĕпе пурне те саламласа юрă парнелерĕ, ун хыççăн хăйĕн юратнă амăшне Г.Ф.Тимофеевăна тата хунямăшне Г.А.Михайловăна чечек çыххисем парса уяв ячĕпе чĕререн тухакан тав сăмахĕ каларĕ. Амăшĕсен куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. Чăнах та, вĕсен ывăлĕ çав тери пултаруллă пулнишĕн савăнмаллипех савăнчĕç те тĕлĕнчĕç. Мĕн тери илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ юрăç. Юратнă мăшăрĕпе Ольгăпа та илемлĕ чăваш юррисем шăратрĕç, юратнă ывăлĕ Арсений юрлани те, Антон ывăлĕ ташлани те пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

     Паллах, çак каç Е.Тимофеева концерт программине илемлетме тус – юлташĕсем: Р.Семенов, Д.Макарова, С.Николаев, çамрăк ташăçăсем тата маттур та пултаруллă ертӳçĕ П.Лебедева пулăшса пычĕç. Шӳчĕ те, юрри-ташши те куракансен кăмăлĕсене çĕклентерсех тăчĕç çак çурхи уяв каçĕнче. Икĕ сехет хушши тăсăлнă концерт çав тери хăвăрт иртсе кайрĕ.

           Е.Тимофеев юлашки «Мы не птицы» юрра юрланă чух залра ларакансем ура çине тăрса, артистсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

      Концерт пĕтсен те часах саланмарĕç куракансем, артистсене тав сăмахĕсем каласа хавхалантарса тăчĕç. «Шупашкарти артистсем катара тăччĕр» - терĕç Шупашкартан курма килнĕ хăнасем. «Татах çавăн пек илемлĕ концертсемпе халăха савăнтарсах тăрăр» - терĕç килелле саланнă майăн концерта курма килнисем.

        Ăшă та ырă сăмах калани пирĕншĕн, артистсемшĕн, чи пысăк парне тесе калас килет. Чĕрĕ сасăпа юрласа, халăхăн чĕрисене уçма пултаратпăр пулсан, вăл пирĕншĕн чи пысăк телей!

        Çак пысăк концерта йĕркелекен Евгений Тимофеева, унăн юлташĕсене, ташлакан ачасене, ял-йыша тата çак концерта питĕ ăста ертсе пыракан Прасковья Лебедевана çав тери пысăк тав сăмахĕ калатăп, малашнехи пултарулăх ĕçĕнче пысăк ăнăçусем тума сĕнетĕп.

      Москакасси ял тăрăхĕнче çакăн пек талантсем çитĕнсех тăччĕр. Чăваш культуриçӳлтен çӳле çĕкленсех пытăр.

                                                                 Москакасси культура Çурчĕн ертӳçи Г.Голубева.

Просмотров: 385 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar