MENU
Главная » 2017 » Май » 19 » Москакасси культура вучахĕнчи ушкӑнĕсем хӑйсен пултарулӑхĕпе таврари халӑха савӑнтараççĕ.
11:05
Москакасси культура вучахĕнчи ушкӑнĕсем хӑйсен пултарулӑхĕпе таврари халӑха савӑнтараççĕ.

         Фоторепортаж

         Москакасси культура вучахĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсем çулран çул хӑйсен пултарулӑхĕпе таврари халӑха савӑнтараççĕ те тĕлĕнтереççĕ те.Кашни пултарулӑх ушкӑнĕнчи артистсем хӑйне май расна. Пĕрисем юрӑ - ташӑпа, теприсем авлхи юрри – ташшисемпе, виççĕмĕшсем- хальхи эстрада юррисемпе куракансене савӑнтарса тыткӑнлаççĕ. Паллах, çак ушкӑнсене илемлĕх ертÿçисем тӑрӑшса ертсе пыраççĕ.

         Акӑ вĕсем: Р.Семенов, Н.Кондукторова, И.Петрова тата С.Николаев. Чӑннипех те нумай вӑй хураççĕ вĕсем çак ушкӑнсене йĕркелсе пынӑ çĕрте. Репертуара çĕнĕрен те çĕнĕ юрӑсемпе ташӑсем кĕртме тӑрӑшаççĕ. Акӑ нумаях пулмасть «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ Тутар Республикинчи Аксубай районе кĕрекен Тимошкино ялĕнчи культура Çуртĕнче тутар чӑвашĕсене тĕлĕнмелле илемлĕ концерт лартса пачĕ. Концерчĕ вара икĕ сехет çурӑнах тӑсӑлчĕ. Концерт вĕçленсен те куракансем артистсене чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕ. Ахальтен маар пулĕ,тав сӑмахĕсене ятарлӑ кĕнеке çине чӑвашла çакӑн пек çырса хӑварчĕç:

       «Тимушкасси ялĕнче пурӑнакансем «Шуçӑм» пултарулӑхне пуçласа курни ял халӑхĕн кӑмӑлне питĕ сарлакан уçрĕ. Пире Тутар çĕрĕче пурӑнакан чӑвашсене Чӑваш Ен артисчĕсен юррисемпе ташшисем питĕ кӑмӑла кайрĕç. Ушкӑнсемпе, уйрӑммӑн юрлани пирĕн чĕресене ӑшшӑн ачашларĕ. Чӑвашсен çĕнĕ юррисем чӑваш кĕввинчен инçе кайманни кӑмӑлсене уçрĕ. Шÿтсемпе пире култарса, чунсене хавас кӑмӑл кĕртме пултарнишĕн чунтан тав тӑватпӑр.Пысӑк çитĕнÿсемпе халӑха савӑнтарма турӑ сывлӑхсене упратӑр. Малашне те пире çапла килсе савӑнтарса хӑвармалла пултӑр! Тавтапуç сире Тимошкино халӑхĕнчен!»

       Çакӑн пек шӑрçаланӑ йĕркесем палах артистсен кӑмӑлĕсене уçаççĕ, вĕсене малашне çавӑн пек илемлĕ концертсемпе халӑха савӑнтарса çÿреме хавхалантараççĕ.

         400 çухрӑм ытла аякра пурӑнаççĕ Тутар чӑвашĕсем. Анчах та çак ялта пĕри те вырӑсла калаçманни çав тери савӑнтарчĕ пире Чӑваш çĕрĕнче пурӑнакансене. Мĕн тери таса та илемлĕ калаçаççĕ чӑвашла. Чӑвашлӑха упраса хӑварни пирĕншĕн çав тери пысӑк савӑнӑç пулчĕ.

        Çавӑн пекех «Шуçӑм» ушкӑнĕнчи вăтам ташӑ ушкӑнĕ нумаях пулмасть Комсомольски салинче Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халӑхĕсем хушшинче ирттернĕ «Урмай – залида» фестивальтен II степенлĕ лауреат пулса таврӑнчĕ (ертÿçи И.Петрова). Ку та пирĕншĕн пысӑк парнех пулчĕ. Вĕсене малашне та çакӑн пек ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунатпӑр. Культура ĕçченĕсем тата çак пултарулӑх ушкӑнсене çÿрекенсем тӑрӑшнипе кӑçалхи çул 55 500 тенкĕ укçа ĕçлесе илме пултартӑмӑр. Çак укçа-тенкĕпе «Шураппа» фольклор ушкӑнĕн артисчĕсем вали çĕнĕ чӑваш çипуçĕсем çĕлетме, «Шуçӑм» ушкӑнпа Тутар Республикине çитсе килме çул укçи тÿлеме пултартӑмӑр. Хамӑр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе çавӑн пек усӑ курни питех те вырӑнлӑ пек туйӑнать. «Апла пулсан, малашне те çавӑн пекех тӑрӑшса ĕçлесччĕ»,-теççĕ пирĕн артистсем.

Просмотров: 326 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar