MENU
Главная » 2018 » Февраль » 19 » Мулкачкасси ялӗнче Ҫӑварни уявĕ иртрĕ.
09:27
Мулкачкасси ялӗнче Ҫӑварни уявĕ иртрĕ.

     Фоторепортаж

«Эх, ҫӑварни, ҫӑварни!

 Ҫӑвар тулли икерчи!

 Кӗсье тулли кулачи!

Эрне хушши катаччи!»

     Вырсарни кун, карлачан 18-мӗшӗнче, Мулкачкасси ялӗнче пысӑк уяв – Çáварни – пулса иртрӗ. Палáртнá вáхáта культура Çурчӗҫумӗнчи лапамра ял халӑхӗ Ҫӑварнине пухӑнчӗ. Муркаш район депутачĕ В. А. Калинин Çáварни уявĕпе пурне те саламларӗ.

    Рыкакасси клубӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Туслӑх» пултаруллӑх ушкáнĕ куракансене хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗ. Мулкачкасси ял клубĕ çумĕнчи «Пучах» пултаруллӑх ушкӑнӗ тата «Стиляги» кӗҫӗн ташӑ ушкӑнӗ хӑйсен юрри-ташшисемпе пурне те хавхалантарчӗҫ. Уява эстрада юррисемпе Т. Васильева тата А. Дмитриева илемлетрӗҫ. В.Калининпа В. Налимов вырӑс юрри юрласа халӑха тӗлӗнтерчӗҫ. Пурте тӑвӑллӑн алӑҫупрӗҫ. Уяв программинче тĕрлĕ вáйáсем пулчĕç, çамрáксем футболла выляса тупáшрĕç. Чамӑш ялӗнче пурáнакан Г.Рязанов уява капáрлатнá  лашапа килсе çитрĕ. Ачи-пáчи те аслисем те чун каничченех  катаччи чупрĕç кунта.

     Тутлá икерчĕ пĕçерекенсене те палáртса хáварас килет. В. Калининáпа Т. Михайлова пĕçернĕ  икерчĕсем пурин кáмáлне те кайрĕç. Ял халӑхӗ шашлӑк туянса та сӑйланчӗ.

    Ҫӑварни карчӑкӑн кӗлетки те уява илемлетрӗ. Пурте хаваслӑ кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Просмотров: 343 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar