MENU
Главная » 2017 » Март » 27 » Муркаш пикисем «Кĕмĕл сасӑ» фестиваль-конкурсра хутшăнчĕç.
14:59
Муркаш пикисем «Кĕмĕл сасӑ» фестиваль-конкурсра хутшăнчĕç.

  Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Культура министерстви тата спонсорсем пулăшнипе çулсеренех «Кĕмĕл сасă" конкурс ирттерет. Кăçал вăл мартăн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх филармонийĕнче питĕ хĕрÿ иртрĕ. Хутшăнакансем пирĕн республикăран кăна мар, ытти регионтан та çитнĕ: Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург, Саратов, Тюмень, Мурманск тата ытти тăрăхран. Уйрăм юрлакансем 28-ăн пулчĕç, кунсăр пуçне - ансамбльсем те.

   Çак пысăк йышра Муркаш районĕн илемлĕ те хастар пикисем - Москакассинчи Дарья Макарова тата Муркашри культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи Елена Филиппова пулчĕç.

Конкурсра «Гран-при» çĕнсе илнĕ Ирина Сулимкинăран (Çĕмĕрле хули)1 балл кăна кая юлса Дарья 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулма пултарчĕ. Дипломпа пĕрле Дарья Макаровӑна Чӑваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев кĕсье телефонĕ тыттарчĕ. Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угасловпа тÿре председателĕ Валерий Клементьев чечек çыххи тыттарчĕç, çамрӑк юрӑçа малашне те çÿлтен çÿле çĕкленме ӑнӑçу сунчĕç.

     Елена кăçал малтисен йышĕнче пулаймарĕ, анчах та унăн юррине тата ăсталăхне хакласа ăна республикăри стоматологире малта пыркан медицина организацийĕн парне сертификачĕпе чысласа хавхалантарчĕç.

      Эпир те Дарьăпа Еленăна чун-чĕререн саламлатпӑр!!! Муркаш районĕнче çакӑн пек маттур та пултаруллӑ юрӑçсем пурришĕн мухтанатпӑр! 

 

Просмотров: 380 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar