MENU
Главная » 2017 » Март » 30 » Муркашри ветерансен «халӑх» хорĕ Москакасси культура Çуртĕнче.
10:44
Муркашри ветерансен «халӑх» хорĕ Москакасси культура Çуртĕнче.

        Фоторепортаж

      Москакасси культура Çуртĕнче мартӑн 29-мĕшĕнче Муркашри социаллӑ хÿтлĕх пайĕнче тата Пенси фондĕнче вӑй хуракансем ял халӑхĕпе тĕл пулу туса ирттерчĕç.

    Вĕсем халӑха малашнехи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç тата халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. Культура Çуртне пухӑннӑ халӑх çакӑнпа кӑмӑллӑ юлчĕç.

       Районтан килнисемпе пĕрлех Муркашри ветерансен «халӑх» хорĕ те килсе çитрĕ çак кун Москакассине. Сцена çине мӑнаçлӑ хор тухса тӑчĕ. Мĕнле кӑна юрӑ-кĕвĕ янӑрамарĕ пулĕ çак илемлĕ те пуян программӑллӑ концертра.

       Нина Петрова çав тери ӑста ертсе пычĕ концерт программине. Кашни номер умĕнех илемлĕ сӑвӑ йĕркисем шӑрçаланчĕç. Пултарлӑх ертÿçин, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ю.Жуковӑн пÿрнисем баян çинче вылянса кӑна тӑчĕç. Мĕнле кӑна илемлĕ юрӑсем вĕрентмен пулĕ вӑл çак ушкӑна. Паллах, кӑçалхи çул Атте - анненесене тата Экологи çулталӑкне халалланӑ юрӑсесем тата сӑвӑ йĕркисем янӑрарĕç сцена çинчен.Шÿтсемпе вара Р. Аксяндарова халӑха хавхалантарса тӑчĕ. Уйрӑмӑн, ушкӑнпа тата мӑшӑрпа юрлакансем хӑйсен çепĕç сассисемпе халӑха тыткӑнларĕç.

      Курма килекенсен чунĕсенне чӑннипех те тыткӑнлама пултарчĕ çак маттур та пултаруллӑ «халӑх» хорĕ. Тавтапуç вĕсене, халӑха çакӑн пек илемлĕ те интереслĕ концертпа савӑнтарнӑшӑн.

     «Пирĕн пата татах килсе çÿрĕр»,- терĕç тухса каяс умĕн куракансем. Ăнӑçу сунатпӑр вĕсене юрра- кĕвве юратакансене!

Просмотров: 332 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar