MENU
Главная » 2018 » Июнь » 25 » Муркашсене - çĕнĕ ĕç вырӑнĕ.
13:55
Муркашсене - çĕнĕ ĕç вырӑнĕ.

         Фоторепортаж

        Москакасси ял тӑрӑхĕнче 30 çул каялла Ситукасси ялĕ çывӑхĕнче «Сеспель» производстви уçӑлнӑччĕ. Паллах, çак ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансемшĕн тата Муркаш район халӑхĕшĕн пысӑк парне пулнӑччĕ. Çакӑнта пурӑнакан çамрӑксене валли ĕç вырӑнĕсем пулни питех те меллĕ. Паянхи кун вара çак предприяти татах та пысӑкланса анлӑланса пырать.

      Акӑ Республика кунĕнче, июнĕн 23-мĕшĕнче, тепĕр пысӑк цеха савӑнӑçлӑ лару-тӑрура уçрĕç. Ăна уçма Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ М.В.Игнатьев тата ытти чĕннĕ хӑнасем: Раççейри 17 регионĕнчи, Чӑваш Республикинчи 20 предприятинчи, Муркаш районĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев, Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов тата нумай-нумай сумлӑ хӑнасем килсе çитрĕç.

      Çавӑн пекех çак цеха уçнӑ çĕрте Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕнчи хĕрсемпе каччисем хӑйсен илемлĕ ташшисемпе савӑнтарма килсе çитрĕ.

      М.В.Игнатьев малтанах пурне те Республика кунĕ ячĕпе тав сӑмахĕ каларĕ, çак пысӑк цеха уçнӑ çĕрте пысӑк тÿпе хывнисене тав çырӑвĕсемпе парнесем парса чыс турĕ. Хĕрлĕ хӑйӑва касма вара, пирĕн хĕрсемпе каччӑсене йыхравларĕ. Ку çамрӑксемшĕн пысӑк савӑнӑç пулчĕ. Хӑйсем каснӑ хӑюсене кӑсьене асӑнмалӑх чиксе хучĕç, тен тепĕр темиçе çултан вĕсен те ĕç вырӑнĕ çакӑнта пулĕ.

    Çак пысӑк цехра вырнаçнӑ тĕрлĕрен оборудованисемпе М.Васильевичпа чĕннĕ хӑнасем чылай вӑхӑт хушши кӑсӑкланса паллашрĕç. Паллах, вĕсене çакӑнпа, çак предприятин генеральнӑй директорĕ Владимир Бакшаев тĕплĕн паллаштарчĕ. Чӑваш Республикин пуçлӑхĕ питех те кӑмӑллӑ юлчĕ çак цехӑн ĕçĕ-хĕлĕпе.

      Малашне çак предприятинче тĕрлĕ çĕрте усӑ курма кӑларнӑ пичкесемпе Раççейре кӑна мар, ют çĕршывсенче те усӑ курĕç, тесе пĕлтерчĕç кунта вӑй хуракан ертÿçĕсем.

    Пирĕн чӑваш йӑли-йĕркипе килнĕ хӑнасене тулли кĕрекене латрмасӑр кӑларса ямаççĕ. Хӑнасене пурне те кĕрекене ларма йыхравларĕç. Мӑн Сĕнтĕр райповĕнче вӑй хуракан поварсемпе кондитерсем хӑнасене хӑйсем хатĕрленĕ тутлӑ апат-çимĕçсемпе сӑйларĕç.

      Пирĕн ташӑ ушкӑнĕ илемлĕ ташшисемпе савӑнтарчĕ. Çавӑн пекех Шупашкартан килнĕ И.В. Кустарин ертсе пыракан эстрада ушкӑнĕ те чылай вӑхӑт хушши хӑнасене илемлĕ юрӑсемпе хавхалантарса тӑчĕ.

 

Просмотров: 269 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar