MENU
Главная » 2017 » Май » 27 » НФА "Екрем" «Ункă шевлисем» фестивальре.
10:20
НФА "Екрем" «Ункă шевлисем» фестивальре.

"Карталанса вaйа тухрĕç,

Ункa шывe хĕррине..."

      Ункa юханшывĕ 66 км тăсăлать, Çавала юхса тухса Атăла çитет. Ункa шывĕн пĕлтерĕшлĕхĕ питĕ пысăк. Вăл Шупашкар, Муркаш, Красноармейский, Çĕрпÿ районĕсене çыхăнтарать. Юхан шыв Вaрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункaпуç ялĕнче пуçланать.

   Майăн 27- мĕшeнче Кшауш ял тăрăхне кĕрекен Большие Котяки ялĕнче, Ункa шывĕ пĕрлештерсе тăнă ятпа «Ункa шевлисем» ятлă ЧР халăх пултарулăхĕн 4-мĕш уçă фестивалĕ иртрĕ. «Ункa шевлисем» фестивалĕнче 28 коллектив хутшăнчĕ.

      Çак уявра пирĕн Ярапайкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» халăх фольклор ушкăнĕ те   хутшăнчĕ. Уява килекенсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Сцена çине тухсан мĕн юрласа пĕтериччен тăвăллăн алă çупса тăчĕç. Тухса каяс умĕн тутлă шÿрпепе хăналарĕç.

Просмотров: 507 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar