MENU
Главная » 2017 » Март » 9 » Тойкилтӗри Культура çуртӗнче "Анне пурри - телей" уяв каçӗ иртрĕ.
09:36
Тойкилтӗри Культура çуртӗнче "Анне пурри - телей" уяв каçӗ иртрĕ.

  Фоторепортаж

  Тойкилтӗри Культура çуртӗнче паян халӑх чылай пуçтарӑнчӗ. Пӗтӗм Тӗнчерихӗрарӑмсен кунне халалласа „Анне пурри - телей“ уяв каçӗ пулать-çке. Уява Хорной поселенийӗн пуçлӑхӗ Колесникова М.В. уçрӗ. Вӑл пурне те çурхи чи илемлӗ уяв ячӗпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та  çепĕç сăмахсемпе  саламламларӗ, пурне те телей тата юрату сунчӗ, ялти чи пултаруллӑ, хастар аннесене тав çырӑвӗсем тата уяв парнисем парса  чысларӗ.

         Хамӑра çуратса ÿстернӗ çынсенчен пахи мӗн пур-ши? Вӗсем пире чун панӑ, ӑса вӗрентнӗ, ӗçе хӑнӑхтарнӑ, пурнӑç çулӗ çине тӑратнӑ. Апла пулсан вӗсене упрасчӗ, кирлӗ чухне алӑ парасчӗ. Паянхи уяв каçне эпир ялти чи ӑста та пултаруллӑ, пурнӑç йывӑрлӑхне пӑхмасӑр пысӑк çитӗнÿ тума пултарнӑ чи сумлӑ та хастар аннесене чӗнтӗмӗр. Вӗсем, пӑрчӑкан пек вӑр-варскерсем, хӑйсен сӑпайлӑхӗпе, ӗçченлӗхӗпе палӑрса тӑраççӗ. Хисеплӗ канура пулсан та вӗсем  алӑ усса лармаççӗ, вӑй çитнӗ таран тӑрӑшаççӗ: пахчара ӗçлеççӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхаççӗ, ачасене пулӑшаççӗ, мӑнукӗсемпе савӑнаççӗ. Хӗллехи каçсенче ахаль лармаççӗ вӗсем: ал – ӗçӗпе аппаланаççӗ. 

         „Анне пурри - телей“ тӗл-пулӑва пурӗ ултӑ анне хутшӑнчӗ:

        Фёдорова Зинаида Вениаминовна – нулай çул хушшиЛенинин хуçалӑхӗнче сысна ферми заведующийӗ пулса ӗçленӗ, 1983 çултанпа  - диспетчер, 1986 – 1997 çулсенче Зинаида Венияминовна Шаптак ялӗн бригадирӗ пулса ӗçленӗ. Пурӗ унан ӗç стажӗ - 48 çул, хисеплӗ ӗç ветеранӗ. Паянхи кун Зинаида Вениаминовна 5 ача амӑшӗ тата юратнӑ кукамай. Унӑн  çакӑн пекех  11   мӑнук, тата кӗçен мӑнук  та пур.

       Иванова Елизавета Алексеевна -1972 çултан пуçласа 2005 çулчченех ӗне ферминче вӑй хунӑ. Малтанах пӑрусем, тынашкасем пӑхать, 1975 çулта фермӑна çӗнӗ ӑратлӑ тынашкасем илсе килеççӗ, çаксене пӑрулаттарса ӗне тӑвать ӗçчен Елизавета, çапла вара доярка ӗçне пикенет маттур  анне. Пурӗ фермӑра 33 çул. Ҁак хушӑрах мӑшӑрӗпе 3 ача çуратса ÿстереççӗ, паянхи кун унӑн 6 мӑнук.  

    Александрова Тамара Зиноновна - ачасем пӗчӗк чухне бригадӑра ӗçлет. Хастар та пултаруллӑ Тамарӑна 1987 çулта ялти бригадир пулма шанаççӗ. Ҁавӑн пекех вăл шкулта повар тата техслужащи пулса ӗçленӗ. Ҁав хушӑрах Тойкилти ялӗн старости, Хорной ял поселенийӗн депутачӗ пулса ӗçламе тÿр килет унӑн. Тамара Зиноновна спортпа та туслӑ: çамрӑк чух республикӑри тата районти соревнованисенче активлă хутшăннă, халӗ  те районти соревнованисенчен пертте юлмасть, хисеп грамотисӗр таврӑнмасть.  Паянхи куна Тамара Зиноновна хисеплĕ канура, ӗç ветеранӗ, 2 ача амӑшӗ, 3 мӑнукӑн асламӑшӗ.

       Исакова Маргарита Михайловна - 1975 çулта зоотехник организатор специальностне алла илет, çапла вара Шаптакри Ленин хуçалӑхне ӗне фермине зоотехник пулса ӗçлеме вырнаçать. Ҁав хушӑрах заочно майпа Шупашкарти Чӑваш ял-хуçалӑх институтне вӗренсе тухать. Фермӑра 19 çул вӑй хурать ӗçчен зоотехник. 1993 çулта хуçалӑхри пултаруллӑ та вӑр-вар ӗçтеше Хорной с/советне куçараççӗ. Унта  тепӗр 18 çул вӑй хурать Маргарита Михайловна. Пур çӗрте те пуçарулӑхпа, сӑпайлӑхпа, çынна ӑнланма пӗлнипе, активлӑ пулнипе палӑрать вӑл. Паянхи кун та Маргарита Михайловна килте лармасть, „Путь Ильича“ Агрофирмӑра вӑй хурать. Маргарита Михайловна Хисеплӗ ӗç ветеранӗ, 2 ача амӑшӗ тата унӑн паянхи кун 3 мӑнук. Ӗç стажӗ 42 çул.

         Касьянова Светлана Алексеевна - ачасем пӗчӗкрех чухне Светлана бригадӑра ӗçлет. 1983 çулта ӗне фермине ӗçе вырнаçать, малтанах доярка пулса, кайран лаборант пулса вӑй хурать. Тӑрӑшуллӑ ӗçтеше 2001 çулта ӗне ферма заведующийӗ пулма шанса параççӗ. Светлана Алексеевна паянхи куна 3 ача амӑшӗ тата унӑн пурӗ 7 мӑнук.

     Сильвестрова Эльвира Геннадьевна Шкул пӗтерсен Шупашкарти çыхӑну Техникумӗнче вӗресе электромеханник специальноçне алла илет. Пурӗ телефон линипе-техника станцинче 25 çул вӑй хурать. 1984-1986 çулсенче -  Йошкар-Ола хулинче, 1986-1987 çулсенче - Мӑн Сӗнтӗрте, кайран 1986-2009 çулсенче - Муркаш станцинче вӑй хурать. Эльвира Геннадьевна 6 ача амӑшӗ, 3-шӗ аслӑ пӗлÿ илнӗ, кĕçĕннисем – шкулта вӗренеççӗ. Халӗ  Сильвестровсен  2 пӗчек мӑнук пур.

       Малтанах аннесем кашниех пире хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗç: кам алса-чӗлха, кам чӑнтӑр, çитар пич, хитре тутӑр çыхса ӑсталанӑ,  теприсем тӗр тӗрлеме ӑста иккен. Мӗн кӑна çук пуль кунта! Кайран вӗсем пире хӑйсен апат-çимӗçӗсемпе паллаштарчӗç, кашниех тутлӑ апат-çимӗç хатӗрлесе килнӗ.

      Юлашкинчен эпир конкурса хутшӑнакан аннесен пултарулӑхӗпе паллашрӑмӑр. Чãн-чãн артистсем пек „Ларма каçӗ“ выляса кӑтартрӗç аннесем, кайран кашниех хӑйӗн юрри–ташшипе савӑнтарчӗ. Чӑнласах маттур иккен пирӗн аннесем: епле çӑмӑллӑн ташлаççӗ, сассийӗсем шӑпчӑк пек шӑранаççӗ. Амӑшсене саламлама ачисем те, мӑнукӗсем те килнӗ. Ӑмӑрту хушшинче куракансекне шкул ачисен „Огоньки“ ташӑ, „Хаваслӑ кӗвӗсем“ тата халӑх ятне тивӗçнӗ „Хӗлхем“ эстрада ушкӑнесем савӑнтарчӗç.

      Аннеçĕм! Мĕнле телей пирĕншĕн эс пурри. Сансăр хĕвел те ăшăтмасть, уйăх та çутатмасть,   чечек те çеçке çурмасть, апат та пиçмест. Паян пирӗн аннесем чӑннипех те чи-чи маттуррисем пулнине çирӗплетме пултарчӗç, тӗрлӗ номинациллӗ дипломсем тата парнесем илме тивӗç пулчӗç.

Просмотров: 695 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar