MENU
Главная » 2015 » Декабрь » 28 » Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç
11:44
Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç

   Çĕнĕ çула ватти-вĕтти те темĕнле хумханупа, шанчăкпа, ырă туйăмпа кĕтет. Çĕнĕ çул уявĕсене йĕркелекенсем вара, уйрăмах культура учрежденийĕсенче вăй куракансем, хĕллехи тĕп уявсенчен пĕри яланах хаваслă та савăнăçлă ирттĕр тесе тăрăшаççĕ. Раштав уйàхèн 27-мèшèнче  Адабайĕнчи культура çуртне Адабай, Сентимĕр тата Çеменкасси  ялĕнчи 50 çулран аслăраххисем пухăнчĕç.  

   Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çитес çул — упăте çулĕ. Уява пухăннисене саламлама упăте те çитрĕ.  В.И. Вязов тата Р.П.Быкова пухăннисене Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе  хèрўллèн саламларĕç,  нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ ăнăçусем тума  сунчĕç, уявра активлă пулма чĕнсе каларĕç.

   Мĕнле Çĕнĕ çул-ха, Хĕл мучипе Юр пикесĕр?  Паллах, вĕсемсĕр питĕ кичем пулĕччĕ çак уявра.  Юр пикепе  Хĕл мучи уяв программине тĕрлĕ вăйă-кулăпа, хаваслă юрă-ташăпа пуянлатрĕç, питĕ ăста ертсе пычĕç. Çĕнĕ Çула мухтаса сăвăсем те каларĕç ветерансем, Хĕл Мучипе Юрпике вара пурне те пылак кучченеçпе сăйларĕç.  чăрăш йĕри-тавра тăрса ташламасăр чăтаймарĕç, ветерансем.  

   Уява хутшăнакансем паян ачалăхри вăхăта аса илчĕç, çак уява йĕркелекенсене, ачалăх тĕнчине лекме пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каларĕç, килес çул  та  пĕрле пухăнасса шанса ырă кăмăл-туйăмпа  килĕсене саланчĕç.

Просмотров: 519 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar