MENU
Главная » 2015 » Декабрь » 30 » Оринин ял тăрăхĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем Çĕнĕ çул уявĕнче
13:50
Оринин ял тăрăхĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем Çĕнĕ çул уявĕнче

Çĕнĕ çул - кĕтнĕ çул,

Тунсǎхлама вǎхǎт çук:

Çĕнĕ çулпа саламлар,

 Пĕр-пĕрне телей сунар!

   Çĕнĕ çул тесен кашнинех чунĕнче ырǎ туйǎм вǎранать. Ача чухне вǎл темĕнле асамлǎ уяв пек туйǎнать-çке-ха. Халĕ те, аслисене, çак уяв хǎйĕн асамлǎхĕпе илĕртет. Кашниех çĕнĕ çулран ырǎ улшǎнусем кĕтет.

   Раштав уйàхèн 29- мèшèнче, Орининти  культура çуртĕнче Çĕнĕ çул каçĕ иртрĕ. Паян кунта Оринин ял тăрăхĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем  йышлăн пухăнчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.С.Волков тата Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи В.И. Вязов Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе пурне те хèрўллèн саламласа нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ ăнăçусем тума  сунчĕç, уява хаваслă ирттерме чĕнсе каларĕç. Çăвăн пекех пухăннисене саламлама  Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем В.А.Калининпа  А.Г.Прокопьев, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.А.Аникина,  килсе çитрĕç, пухǎннисене уяв ячĕпе саламласа кученеçсемпе сǎйларĕç..

   Уяв программи тĕрлĕ вайă-кулăпа пуян та хаваслă иртрĕ. Качака, сысна çури, упǎте костюмĕсене тǎхǎннǎ хастар ветерансем  пурин кǎмǎлне те  çĕклеме пултарчĕç, савǎк кǎмǎл парнелерĕç. Хĕл Мучипе Юрпике вара пухăннисене чăрăш тавра карталанса юрăсем юрлаттарчĕç, ташăсем ташлаттарчĕç пылак кучченеçпе хǎналарĕç, лотерей билечĕ те выляттарчĕç. Уява пухăннисене  «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ, Орининти вǎтам шкулта вĕренекен ачасен ташă ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташă парнелерĕç.          Пухăннисем çак уява йĕркелекенсене, ачалăх тĕнчине лекме пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каларĕç, малашне те çавăн пек уявсем пуласса шанса ырă кăмǎлпа килĕсене саланчĕç.

Просмотров: 511 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar