MENU
Главная » 2018 » Февраль » 14 » Оринин халăх театрĕ премьерǎпа паллаштарчĕ.
13:50
Оринин халăх театрĕ премьерǎпа паллаштарчĕ.

       Фоторепортаж

    Нарáсáн 14-мĕшĕнче, Орининти культура Çуртĕнче вырǎнти халǎх театрĕн курав-конкурсĕ иртрĕ. Вырáнти  артистем куракансене П. Осипов драматург çырнǎ «Икĕ каччáн пĕр шухáш» ятлǎ тáватá пайлá  пьесáпа  паллаштарчĕç.

      Оринин - чăннипех те театр сали пулнине  çирĕплетсе пачĕç паян  спектакле хутшáнакансем. Хайлаври ĕçсем пĕрремĕш тĕнче вáрçи  вáхáтĕнче  пулса иртеççĕ пулин те  áна тулли кáмáлпа пáхса ларчĕç  куракансем. Мĕншĕн тесен  пьеса авторĕ  нихáçан кивелмен темáсене хускатнá кунта: юратупа çемье, туслáхпа ултав, пуянлáхпа чухáнлáх пирки. Сцена çинче вара аслисемпе пĕрле çамрăксем йышлá пулни, хáйсене шанса панá рольсене ĕнентерỳллĕ те пысáк áсталáхпа выляни  тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ куракана. Рольсенче вылякансене вара ятранах палáртса хáварас килет: Михаля– В.П.Васильев,  Чáваш Республикин культурáн тава тивĕçлĕ  ĕçченĕ,  Санюк, унáн хĕрĕ -  А. Блинова, Орининти вáтам шкулта вĕренекен,  Крахвине, Михалян   иккĕмĕш арáмĕ  - Г.Иванова,  Тимуш, салтак ачи  - Николай Корольков, студент,   Петĕр, çамрáк хáмла хуçи  - Алексей  Воробьев «Оринино» ял хуçалáхĕнчи инженер,  Эрех Ваççи  -  Вадим Васильев, «Оринино» ял хуçалáхĕнчи аслá инженер,  Хáмла хуçи - Александр Викторов, Кирук, Тимушáн юлташĕ  -  Никита Соловьев,   Улюк - Карина  Андреева,  Лисук -  Анастасия Васильева,  Тарье - Наталия Чебакова,  купáсçá Пурис               - Никита Павлов,  пĕрремĕш каччá - Станислав Блинов, иккĕмĕш каччá - Дмитрий Викторов -   Орининти вáтам шкулта вĕренекенсем.

    Паллах, пултарулáх театрĕн çитĕнĕвĕ вылякансенчен çеç мар, унáн ертỳçинчен те нумай килет. Спектакле кун çути кáтартма Чáваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ  Аркадий Андреев сахал мар вáй хучĕ. Кунта культура Çурчĕн ертўçин,  В.А.Васильевăн та тўпи пĕчĕк   мар.  Театр художникне те палăртса хăварас килет, вăл - Марс Димитриев,  декораци хатĕрлеме пулăшаканĕ. Елена Матвеева çĕвĕç вара артистсене валли костюм çĕлесе пачĕ.  

    Спектакль вĕçленсен те куракансем килĕсене васкамарĕç. Артистсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç, чечексем парнелесе ăшă сăмахсем каларĕç. -Питĕ лайăх выляççĕ орининсем, Шупашкар артистсенчен пĕрре те кая мар, - çапла хак пачĕç курма пынисем. Муркаш районĕн культура архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн ертÿçи Е.Г.Чернова курава пĕтĕмлетсе, ăшă сăмахсем каларĕ,  пултарулăхпа палăрнă артистсене (Д.Димитриевăна, А.Корольковăна, В.Васильева, А.Блиновăна, Н.Королькова) Тав çырăвĕсем парса чысларĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.

     Кĕркунне, 2018 çулта, Оринин халáх театрèн никèсне хывнáранпа 100 çул çитет. Паянхи кун çак уява тивĕçлĕн кĕтсе илсе ирттерес тесе тимлеççĕ орининсем. 

Просмотров: 428 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar