MENU
Главная » 2018 » Февраль » 9 » "Палан" в гостях с большим концертом.
14:34
"Палан" в гостях с большим концертом.

     Фоторепортаж

   Февралĕн 9-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче, тĕлĕнмелле илемлĕ концерт пăхса савăнчĕç Москакассисем. Концерта Шупашкар районĕнчи Çӳлтикасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ юрăпа ташă ушкăнĕ лартса пачĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли питех те нумай пулчĕ çак каç. Илемлĕ юрă-ташă кăшăлĕсем лартрĕç, юррисене тĕлĕмелле илемлĕ шăрантарчĕç. Уйрăмăн юрлакансем те, ушкăнпа юрлакансем те чĕрене кĕрсе вырнаçмалла юрăсем юрласа куракансене тыткăнларĕç.Чăн-чăн аслă сцена çинче юрлакансем пекех тытрĕç артистсем куракансен умĕнче.

   Ташăсене аслă ушкăнри хĕрсемпе каччăсем тата вăтам ушкăнри хĕрсем ташларĕç. Нелли Белаш ертӳçĕ мĕнле кăна илемлĕ ташă вĕрентмен пулĕ çак ушкăнсене: чăваш, тутар, пушкăрт, вырăс халăх ташшисем. Куç тулли пăхса киленсе ларчĕç куракансем вĕсен илемлĕ ташшисене пăхса.

    Пултарулăх ушкăнĕн ертӳçи, В.И.Мартьянов, тĕрлĕ енлĕ юрăсем вĕрентнĕ артистсене. Чăваш, вырăс композиторĕсен илемлĕ юррисене çав тери таса та илемлĕн юрларĕç. Чиркӳ юррине юрланă чух залра шăплăх хуçаланчĕ. Ертсе пыракан, С.Н.Мартьянова концерта тĕлĕнмелле илемлĕн ертсе пычĕ. Москакассисем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç çак пуян та илемлĕ концерта пăхса.

     Концерт курма килнĕ В.С.Макарова, артистсене пĕтĕм ял халăхĕ ячĕпе çавăн пек пуян та илемлĕ концерт ял халăхне кăтартнăшăн, чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа тав турĕ, культура шайĕ çӳллĕ шайра пулнă пирки хавхаланса пĕлтерчĕ. «Шел, çак ушкăн мĕншĕн-ха халиччен те «Халăх» ятне илмен-ха?»,-терĕ В.Макарова.

     Юлашкинчен куракансем ура çине тăрса артистсене тăвăллăн алă çупса -«Маттурсем», - тесе кăшкăрчĕç, татах концертсемпе килсе савăнтарма чĕнчĕç.

     Килелле чăннипех те тулли кăмăлсемпе саланчĕç курма килнисем.

Просмотров: 292 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar