MENU
Главная » 2018 » Июнь » 21 » Пирĕн патра хӑнара - асамçӑсем.
08:24
Пирĕн патра хӑнара - асамçӑсем.

      Москакасси ял тӑрӑхĕнче çамрӑк çемьесен йышĕ сахал мар, çавӑнпа пĕрле ачасен йышĕ те çуллен – çул йышлансах пырать. Çак ачасене валли тивĕçлĕ канусем йĕркелес ĕçре культура ĕçченĕсем кӑна мар, çамрӑк ашшĕ-амӑшĕсем те сахал мар вӑй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Евгений Андреевич Платов. Вӑл йĕркеленипе кӑçалхи çул иккĕмĕш хут ачасене тата ашшĕ-амӑшĕсене валли Шупашкарти цирк артисчĕсем уяв туса пачĕç. Çак уява Е.Платов шӑп хӑйĕн çуралнӑ кунĕнче йĕркелет. Уява кĕме укçапа мар, шарсемпе килме ыйтать йĕркелÿçĕ.

     Кӑçал та, июнĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкартан килнĕ Альберт Пластинин иллюзионист-фокусник артист, Москакасси культура Çуртне лӑк тулли тулса ларнӑ ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсене хӑйĕн пултарулӑхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Мĕнле кӑна фокусем туса кӑтартмарĕ пулĕ вӑл, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç куракансем. Ачасемпе те тĕрлĕрен интереслĕ вӑйӑсем туса ирттерчĕ. Ачасем вара сцена умĕнчен уйрӑлмарĕç. Кашни тĕлĕнтермĕше пӑхнӑ хыççӑн, залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç асамçӑна. Паллах, юлашкинчен хӑйĕн асамлӑхĕпе ачасене канфетсем те çитерсе тухрĕ пултаруллӑ артист.

    Уяв вĕçленсен, культура ĕçченĕсем асмçӑ фокусника А.Пластинина интереслĕ фокусемпе паллаштарнӑшӑн тав сӑмахĕ каларĕç. Е.Платова çуралнӑ кун ячĕпе пĕтĕм залра ларакан ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç, культура ĕçченĕсем асӑнмалӑх парне парса чыс турĕç, малашне те çакӑн пек уявсем йĕркелесе, куракансене савӑнӑç парнелеме ӑнӑçу сунчĕç.

     Тухса каяс умĕн, йĕркелÿçĕсем кашни ачана гельпа хӑпартнӑ шарсем парса тухрĕç. Ачасем вара, шарсем йӑтса çав тери тулли кӑмӑлсемпе килелле саланчĕç.

Просмотров: 333 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar