MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 20 » Пирĕн пуянлӑх – наци театрĕсем
14:45
Пирĕн пуянлӑх – наци театрĕсем

Пирĕн пуянлӑх – наци театрĕсем

 

Театр çулталӑкĕ вĕçленнĕ майӑн Республикӑри театрĕсем çинчен «Пирĕн пуянлӑх – наци театрĕсем» ятпа ятарласа видеосюжет ÿкерсе хатĕрленĕ. Çак видеосюжета пӑхма Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем декабрĕн 19-мĕшĕнче культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Малтанах Москакасси культура Çуртĕнче А.В.Брагина йĕркеленĕ выставкина пӑхса тĕлĕнчĕ ял халӑхĕ. Вырнаçса ларсан, вĕсене Г.Голубева юлашки вӑхӑтра мошенниксем халӑха мĕнле сӑтӑрсем тунисем пирки тата вĕсенчен мĕнле сыхланмалли çинчен кĕскен каласа ӑнлантарчĕ.

 Сенкер экран çинчен Шупашкарта миçе театр пулнине тата вĕсенче ĕçлекен артистсем пирки видеосюжета пӑхса паллашрĕç культура Çуртне пуçтарӑннисем. Пурте кӑсӑкланса тата интересленсе пӑхса ларчĕç театрсем пирки. Хӑйсене килĕшекен артистсене курсан, савӑнмаллипех савӑнчĕç, театрсен историйĕпе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕç çак каç куракансем.

Видеосюжет пӑхнӑ хыççӑн пуçтарӑннӑ халӑха Шупашкартан килсе çитнĕ артистсем хӑйсен илемлĕ те интереслĕ концерчĕпе савӑнтарма пултарчĕç. Татьяна Хĕвел (Муркаш район хĕрĕ), Андрей Емельянов (Самар каччи) тата Иван Шинжаев чӑваш тата вырӑс эстрада юррисемпе тыткӑнларĕç. Т.Хĕвел хӑйĕн шÿчĕсемпе култарма пултарчĕ куракансене. Курма килекенсем çак кунсенче çуралнӑ юлташĕсене, тӑванĕсене, пускилĕсене саламласа юрӑ саламĕсем пама ыйтрĕç артистсене. Артистсем тулли кӑмӑлпах тивĕçтерчĕç вĕсен кӑмӑлĕсене, салам сӑмахĕсем каласа, илемлĕ юрӑсем шӑрантарчĕç.

Питех те усӑллӑ та интереслĕ иртрĕ куракансемшĕн çак каç. Чӑн-чӑн Çĕнĕ Çул парниех пулчĕ вĕсемшĕн çак савӑнӑçлӑ каç.

Просмотров: 216 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar