MENU
Главная » 2018 » Октябрь » 8 » Поздравление с Днем учителя на дому культработниками Кадикасинского СДК
08:10
Поздравление с Днем учителя на дому культработниками Кадикасинского СДК

Поздравление с Днем учителя на дому

Ытарайми çыннăмăрсем, асран кайми учительсем!

Чун-чĕререн тав тăвап сире.

   Çак сăмахсене калас килет юратнăран та юратнă учительсене. Кашни çулах, кĕр çитсессĕн, хăйсен ĕçне парăннă çынсен уявĕ çитет – учительсен кунĕ. Ăна 1994 çултан пуçласа юпан 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Кашни çын пурнăçĕ вĕренÿпе çыхăннă, эппин, кашнин чĕринче юратнă учитель пур.

   Катькас ялĕнче чылай учитель пурăнать. Нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсенчен пĕри – Пузырĕв Василий Максимович, ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл учитель кăна мар, çыравçă та. Вăл хăй вăхăтĕнче шкул ертÿçи те, Муркаш районĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи те пулнă. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр. Çак сумлă уяв ячĕпе Василий Максимовича Катькасри Культура çурчĕн ертÿçи Ирина Осипова, пултарулăх ертÿçи Надежда Кондукторова тата «Çăлкуç» ушăн солисчĕ Людмила Егорова ăшшăн саламларĕç, илемлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕç. Сăмах май, Василий Максимовичпа унăн мăшăрĕ Зинаида Валерьяновна та «Çăлкуç» ушкăна çÿреççĕ, пур çĕре те хутшăнма тăрăшаççĕ, активлă пурнăçпа пурăнаççĕ. Маттурсем! Çирĕп сывлăх сунатпăр вĕсене.

 

 

 

Просмотров: 398 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar