Ытарайми çыннăмăрсем, асран кайми учительсем!
Чун-чĕререн тав тăвап сире.
Çак сăмахсене калас килет юратнăран та юратнă учительсене. Кашни çулах, кĕр çитсессĕн, хăйсен ĕçне парăннă çынсен уявĕ çитет – учительсен кунĕ. Ăна 1994 çултан пуçласа юпан 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Кашни çын пурнăçĕ вĕренÿпе çыхăннă, эппин, кашнин чĕринче юратнă учитель пур.
Катькас ялĕнче чылай учитель пурăнать. Нумайăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсенчен пĕри – Пузырĕв Василий Максимович, ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл учитель кăна мар, çыравçă та. Вăл хăй вăхăтĕнче шкул ертÿçи те, Муркаш районĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçи те пулнă. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр. Çак
...
Читать дальше »