MENU
Главная » 2017 » Август » 22 » Раççей ялавĕпе паллашни.
11:36
Раççей ялавĕпе паллашни.

        Фоторепортаж   

     Москакассинчи «Колокольчик» ача сачĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалӑх ялавĕн кунне августӑн 22-мĕшĕнче воспитательсем йĕркеленипе ачасем хаваслӑн паллӑ туса ирттерчĕç.

       Музыка ертÿçи В.С.Макарова, ачсене вали Раççей ялавĕ пирки çавтери интереслĕ сценарии çырса хатĕрленĕ.

        Палӑртнӑ вӑхӑтра аслӑ пÿлĕмре виçĕ ушкӑнри ачасем пуçтарӑнчĕç.

     Чӑн малтанах пурте ура çине тӑрса Раççей Гимне итлерĕç. Ун хыççӑн сенкер экран çинче ачасене Раççей тата Чӑваш гербĕсемпе паллаштарчĕç. Раççĕй ялавĕ пирки Н.Ю.Грачева воспитатель ачасене тĕплĕн каласа ӑнлантарчĕ. Ялавӑн кашни тĕсĕн пĕлтерĕшĕ пирки те ӑнлантарса пачĕ. Ачасем питех те тимлĕн итлесе ларчĕç.

     Ялавсемпе вӑйӑ та туса ирттерчĕç ачасем. Тепĕр вӑййа, Раççей ялавне тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен пуçтарма, ачасем хаваспах хутшӑнчĕç. Хӑйсем воспитателе мĕнле итлесе ларни куç кĕретех пулчĕ, Раççей ялавне магнитпа доска çине тӑрӑшсах вырнаçтарчĕç. Çĕршыв çинчен ачасем пĕрин хыççӑн тепри тухса сӑвӑсем каласа пачĕç. Ачасене воспитательсем Аслӑ Çĕршыв çинчен илемлĕ юрӑсем юрласа пачĕç.

     Юлашкинчен пурне те çак уяв пирки асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕк çаптарчĕç. Çакӑн пек уявсем ачасене Çĕршыва юратма, Раççейпе Чӑваш ялавĕсене пĕлме тата хисеплеме вĕрентеççĕ.

Просмотров: 349 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar