MENU
Главная » 2018 » Июнь » 25 » Республика кунĕнче - пирĕн çĕнтерÿçĕ.
14:47
Республика кунĕнче - пирĕн çĕнтерÿçĕ.

    «Виръял шевлисем» фестиваль–конкурсра Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче эстрада ушкӑнĕн солисчĕ Евгений Тимофеев, Гран-при премине илме тивĕçнĕччĕ. Чӑваш Республикин Наци Конгрессĕнче вӑй хуракансем ӑна июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, тĕп хуламӑра йыхравларĕç. Чӑваш наци Конгрессĕ умĕнче, каçхи 8 сехетре, савӑнӑçлӑ лару-тӑрура уяв концерчĕ пуçланчĕ. Концертра Республикӑри тата регионсенчи тĕрлĕ конкурсенче çĕнтернĕ паллӑ чӑваш эстрада юрӑçисем, хӑйсен илемлĕ юррисене шӑрантарса, курма килнĕ халӑха савӑнтарчĕç. Кашни юрӑçах куракансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç, вĕсемпе пĕрле юрласа, карталанса ташларĕç. Москакасси каччине, Евгений Тимофеева та тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.  Хӑйĕн илемлĕ те янкӑр уçӑ сассипе, Шупашкар хӑнисене, «Куккук авӑтать» юрӑпа тыткӑнлама пултарчĕ Муркаш район каччи.

      Чылая тӑсӑлчĕ наци Конгрессĕ умĕнче чӑваш эстрада концерчĕ. Питех те кӑмӑллӑ иртрĕ концерт программи. Мĕн тери илемлĕ юрӑсем итлесе савӑнмарӑмӑр пулĕ çак каç.

      Шӑп каçхи 10 сехетре салютӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр çутисем çÿл тÿпенелле вĕçсе, Шупашкар хулине 10 минут хушши çутатса тӑчĕç. Çав тери кӑмӑллӑ пулчĕ асамлӑ салютӑн çуттисене пӑхма.

Просмотров: 337 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar