MENU
Главная » 2019 » Январь » 15 » Савӑнӑçлӑ пĕтĕмлетÿ
12:58
Савӑнӑçлӑ пĕтĕмлетÿ

Савӑнӑçлӑ пĕтĕмлетÿ

Январĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Оперӑпа балет театрĕнче Чӑваш Республикин культура министерстви йĕркеленипе 2018-мĕш çулта туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвне савӑнӑçлӑ паллӑ тума республикӑри тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсене тата ветерансене пуçтарчĕç. Çак савӑнӑçлӑ тĕлпулӑва Муркаш районĕнчи культура ĕçченĕсене те йыхравларĕç. Пирĕн районта вĕсем пурĕ 16 çын.

Хӑнасене керменте юмахри сӑнарсем ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Фоэре илемлĕ те капмар чӑрӑш та хӑйĕн патне илĕртрĕ. Килнĕ хӑнасем çак ёлка çывӑхĕнче сӑн ÿкерчĕксем ÿкерттерчĕç. Зала кĕрсе вырнаçсан, Чӑваш Республикин юрӑпа ташӑ ансамблĕ, кивĕ çĕнĕ çул ячĕпе уява илемлĕн уçрĕ.

Культура министрĕ Константин Яковлев 2018 çулта республикӑра туса ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн паллаштарчĕ, çакӑн пирки видеофильм пӑхса та паллашрӑмӑр.  Пирĕн Республикӑра культура ĕçĕнче пысӑк тÿпе хунӑ тепĕр 2 çын Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тивĕçрĕ çак уявра.

Культура ĕçченĕсене Чӑваш республикинчи чи паллӑ пултарулӑх ушкӑнĕсем тата уйрӑм юрӑçсем пысӑк парне туса пачĕç. Вĕсем юрласа-ташланисем пурин кӑмӑлне те çĕклентерчĕç. Чӑнах та пирĕн республикӑра пултаруллӑ артистсем пурри куç кĕретех.

Уяв вĕçленсен, пурне те Çĕнĕ çул парнисем парса хавхалантарчĕç. Питех те савӑнӑçлӑ иртрĕ çак уяв каçĕ. Эпир, культура ĕçченĕсем, çакӑн пек пысӑк уяв туса панишĕн, культура министерствине чун – чĕререн тав тӑватпӑр. Малашне те çакӑн пек тĕлпулусем пуласса шансах тӑратпӑр. Çакӑ пире малашне çĕнĕ вӑйсемпе ĕçлеме вӑй-хал парса тӑрать.

Питех те тулли кӑмӑлсемпе таврӑнтӑмӑр Шупашкар хулинчен, эпир Муркаш районĕн культура ĕçченĕсем.

 

Просмотров: 252 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar