MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 17 » «Шуçӑм» - Тӑрӑн халӑхне савӑнтарчĕ
09:12
«Шуçӑм» - Тӑрӑн халӑхне савӑнтарчĕ

«Шуçӑм» - Тӑрӑн халӑхне савӑнтарчĕ

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ Шупашкар районĕнчи Тӑрӑнти культура Çуртĕнче декабрĕн 15-мĕшĕнче пуян та интереслĕ концерт программипе пулса килчĕ.

Нумаях пулмасть туса лартнӑ пысӑках мар хӑтлӑ Кермене Тӑрӑн тӑрӑхĕнче пурӑнакансем самаях пуçтарӑнчĕç. Концерта «Шупашкар çутисем» юрӑпа ташӑ кӑшӑлĕнчен пуçларĕç артистсем. Пĕрремĕш номер вĕçленсенех, залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса ячĕç. «Шуçӑм» пултарулӑх ушкӑнĕ сюитӑсемпе, ташӑсемпе, ушкӑнпа, уйрӑммӑн юрланисемпе, шÿтсемпе куракансене тĕлĕнтерме пултарчĕç. Кашни тухакан номерех «Браво!» кӑшкӑрса йышӑнчĕç Тӑрӑн тӑрӑхĕнче пурӑнакансем. Икĕ сехет ытла тӑсӑлнӑ концерт питех те хӑвӑрт иртсе кайрĕ. Чылайччен алӑ çупса саламларĕç артистсене куракансем. Çакӑнпах вĕçленмерĕ-ха кану каçĕ, куракансен савӑнмалли татах пулчĕ, билетсем туянни ахалех пулмарĕ. Вĕсем хушшинче Москакасси культура ĕçченĕсем çывхарса килекен Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç. Ку вара пуриншĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Куншӑн куракансем пире тав сӑмахĕсем каласа савӑнтарчĕç.

Культура Çурчĕн ертÿçи Венера Спиридонова тата шкулта чылай çул хушши вĕрентнĕ, паянхи кун «Тӑрӑн ен» артистки Татьяна Астраханцева артистсене чĕререн тухакан ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчĕç. Çакӑн пек илемлĕ концертсемпе татах килсе çÿреме телей те такӑр çул сунчĕç. Юлашкинчен тулли кĕрекене лартса тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйларĕç Москакассисене. Çакӑн пек ырӑ сӑмахсене илтсен, мĕнле-ха тулли кӑмӑлсемпе таврӑнмӑн тӑван яла. Артистсем чӑннипех те халӑхшӑн ырӑ ĕç туни куç кĕрет.

 

      

         

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

 

      

      

      

 

      

         

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

            

      

      

      

      

      

      

   

Просмотров: 291 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar