MENU
Главная » 2017 » Март » 18 » "Шураппа" фольклор ушкăн Катькассинче.
08:49
"Шураппа" фольклор ушкăн Катькассинче.

Фоторепортаж

      Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Катькас ял клубĕнче Москакасси клубĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăн хăнара пулчĕ. Артистсем сцена çине çĕнĕ чăваш çипуçĕсемпе тухса тăрсан, клуб ăшчикки çуталсах кайрĕ. Концерта Софья Ершова питĕ кăмăла каймалла ертсе пычĕ. Вăл кашни юрă-кĕвĕ умĕн тĕрлĕ шÿт-юптару каласа халăха савăнтарчĕ, авалхи йăла-йĕрке пирки те каласа хăварчĕ.
      Шураппасен концерт программинче – ĕлĕкхи чăваш халăх юрри-кĕвви. Хăйсен çепĕç сассисемпе вĕсем çак юрăсене çав тери илемлĕ те чуна пырса тивмелле шăрантараççĕ, клуба пуçтарăннă халăха тыткăна илеççĕ. Елена Иванова хăйĕн хăва хулли пек йăрăс кĕлеткипе çармăссен ташшине тĕлĕнсе каймалла илемлĕ ташласа парсан, куракансем чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç. Вера Беспалова такмаксене балалайка каласа юрлаттарчĕ, ушкăна ташша чĕнчĕ.
Катькас ялĕнче пурăнакансем шураппасен концерчĕпе çав тери кăмăллă юлчĕç, артистсене çирĕп сывлăх сунса татах нумай çул хушши хăйсен çепĕç сассисемпе çынсене савăнтарма сĕнчĕç. Чăваш юрри-кĕввине сыхласа хăварнăшăн тав сăмахĕ каларĕç.

Просмотров: 305 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar