MENU
Главная » 2018 » Декабрь » 24 » «Шураппасем» Катькасри Культура çуртĕнче
22:50
«Шураппасем» Катькасри Культура çуртĕнче

«Шураппасем» Катькасри Культура çуртĕнче

Çĕнĕ çул çитесси нумаях юлмарĕ пулин те, Рыкакасси ял клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Шураппа» пултарулăх ушкăна çÿрекен кинемейсем килте чăтса лараймарĕç: пилĕккĕн-улттăн та пулин пуçтарăнса Катькас ялне уяв концерчĕпе вĕçтерсе те çитрĕç. Пĕр хушă тухса çÿрейменрен те пулĕ, сценăшăн тунсăхлани куçкĕретех. Çавăнпа вĕсем юрланă юрăсем паян уйрăмах çепĕç те илемлĕ янăрарĕç, кĕлетке хусканăвĕсем те питĕ вырăнлă, килĕшÿллĕ пулчĕç. Концерт курма тухнă катькассем кашни юрă-кĕвĕ хыççăн тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарса тăчĕç, пĕлнĕ юрăсене вĕсемпе пĕрле юрларĕç, тав сăмахĕсем каларĕç. Çитес çулта татах та нумай çынсене савăнтарма вăй-хăватпа çирĕп сывлăх сунчĕç.

 

          

 

 

 

Просмотров: 302 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar