MENU
Главная » 2018 » Февраль » 22 » "Сывлăмпи" хăнасене кĕтсе илет
09:14
"Сывлăмпи" хăнасене кĕтсе илет

 

        Катькасри культура Çÿрчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи»  ача-пăча фольклор ушкăн паян, нарăсăн 22-мĕшĕнче, Калайкасси шкулĕнче Юрий Федотов ячĕпе иртекен йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне килекен хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Надежда Кондукторова ертсе пыракан ушкăн чăваш халăх юррисене шăрантарса, чăваш йăли-йĕркисене кăтартса хăнасене савăнтарчĕ. Ачасем хăйсен уçă сассисемпе кунта пухăннă çынсене тыткăна илчĕç, чăваш халăхĕн малашлăхĕ пурри çинчен пĕлтерчĕç.

Просмотров: 331 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar