MENU
Главная » 2016 » Май » 20 » Тамара Вострейкинăн пултарулăх каçĕ
09:57
Тамара Вострейкинăн пултарулăх каçĕ

   Фоторепортаж
«Ĕç çынна илем кÿрет», - тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Чăннипех те çапла тесе калас килет Тамара Тимофеевна Вострейкина çинчен сăмах хускатнă май. Кашни çын, хăйне шанса панă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлать пулсан, чыса та мухтава тивĕçлĕ.

   Тамара Тимофеевна 30 çул хушши Калайкас клубне ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ кунта «Ентеш» пултарулăх ушкăн йĕркеленсе кайнă. Ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та, çак пултаруллă хĕр арăм çак ĕçе пĕлсе-йĕркелесе пырать, ял халăхĕшĕн чунне парса тăрăшать. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕ, вăрттăнлăхĕ тата асамлăхĕ пур пек туйăнать. Çав пулăмсене ăнкарса илсен кăна, ку – ман юратнă ĕç теме пулать пуль.

   Тамара Тимофеевна 32 çул каялла Калайкас каччипе, Вострейкин Вениаминпа, паллашса çемье çавăрнă, виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ялти клубра ĕçлекен çук пирки, «икĕ алла пĕр ĕç» тесе çак çăмăл мар ĕçе кулĕннĕ те паян кунччен те çакăнта вăй хурать. Юратнă мăшăрĕ (шел пулин те, нумаях пулмасть вăл пурнăçран уйрăлса кайнă) ăна яланах пулăшса, хавхалантарса тăнă.

   Тамара Тимофеевна ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл ватăпа ват çын пек, яшпа – яш пек калаçма пултарать, хăйне питĕ сăпайлă та йĕркеллĕ тытать. Вăл пуçарнипех ĕнтĕ ялта тĕрлĕ уявсем иртеççĕ, çынсене савăнăç кÿреççĕ. Концертсемпе те вĕсем тăтăшах тĕрлĕ ялсем тăрăх çÿреççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе ял çыннисене савăнтараççĕ.

   Тамара Тимофеевнăн пултарулăх каçне хăнасем чылайăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем хушшинче Катькас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Герасимович Лебедев, Госсовет депутачĕ, «Муркаш чăх-чĕп» фабрикин малтанхи ертÿçи Николай Григорьевич Ванеркин, Хăмлаçăсен ассоциацин ертÿçи Геннадий Семенович Горланов тата ыттисем те пулчĕç. Вĕсем Тамара Тимофеевнăна ăшă сăмахсем каласа çирĕп сывлăх, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума вăй-хăват сунчĕç.

   Хăйсен юрри-ташшипе Катькасри культура Çÿрчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн, Ярак клубĕ çумĕнчи ушкăн, Шатракас клубăн ертÿçипе ушкăн юрăçи, «Ентеш» ушкăн клубра пуçтарăннă çынсене савăнтарчĕç, уява илемлетрĕç.

   Пултарулăх каçĕ питĕ кăмăллă, интереслĕ иртрĕ. «Тамара Тимофеевна пек маттур çынсем пирĕн хушăра нумайрах пулсан, пирĕн пурнăç тата кăткăсрах иртнĕ пулĕччĕ»,- тесе пĕтĕмлетÿ турĕç уява пуçтарăннă çынсем. Чăнах та, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава кăларать, енчен те çын ĕçе юратса пурнăçлать пулсан./j

Просмотров: 633 | Добавил: uruska | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar