MENU
Главная » 2016 » Май » 20

   Фоторепортаж
«Ĕç çынна илем кÿрет», - тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Чăннипех те çапла тесе калас килет Тамара Тимофеевна Вострейкина çинчен сăмах хускатнă май. Кашни çын, хăйне шанса панă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлать пулсан, чыса та мухтава тивĕçлĕ.

   Тамара Тимофеевна 30 çул хушши Калайкас клубне ертсе пырать. Вăл тăрăшнипех ĕнтĕ кунта «Ентеш» пултарулăх ушкăн йĕркеленсе кайнă. Ятарлă пĕлÿ илмен пулсан та, çак пултаруллă хĕр арăм çак ĕçе пĕлсе-йĕркелесе пырать, ял халăхĕшĕн чунне парса тăрăшать. Кашни ĕçĕн хăйĕн йывăрлăхĕ, вăрттăнлăхĕ тата аса ... Читать дальше »

Просмотров: 632 | Добавил: uruska | Дата: 20.05.2016 | Комментарии (0)

   Фоторепортаж
   Çулсеренех Çемье куне майăн 15-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Çак йăлана пăхăнса Москакасси культура Çуртӗнче майăн 14-мӗшӗнче культура Çуртне алла-аллăн пурнăç çулӗпе чылай çул хушши килӗштерсете юратса пурăнакан çемьесене йыхравларăмăр.Çак çемьесен шутне 10 çултан пуçласа 55 çулччен пурăнакан çемьесем кӗчӗç. 14 çемьене йыхравланă пулсан, 7 телейлӗ мăшăр килме кăмăл турӗç çак уява. Вӗсен шутӗнче 10 çул пӗрле пурăнакан çемье Алина Ивановнăпа Сергей Алексеевич Федоровсем - Вăрманкас Хачăк ялӗнечен,15 çул пӗрле пурăнакан Лилия Геннадьевнăпа Николай Николаевич Шариковсем – Ахмане ялӗнчен, 45 çул пӗрле пурăнакасем: Нина Васильевнăпа Николай Димитриевич Кошкинсем – Çӗлеменькасси ялӗнчен, Лилия Виктор ... Читать дальше »

Просмотров: 441 | Добавил: uruska | Дата: 20.05.2016 | Комментарии (0)