MENU
Главная » 2019 » Январь » 26 » Татьянӑсен кунĕ ячĕпе – хаваслӑ тĕлпулу
14:05
Татьянӑсен кунĕ ячĕпе – хаваслӑ тĕлпулу

Татьянӑсен кунĕ ячĕпе – хаваслӑ тĕлпулу

Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен 4-мĕш класс ачисемпе январĕн 26-мĕшĕнче эпир, культура ĕçченĕсем, хаваслӑ тĕл пулу туса ирттертĕмĕр. Çак куна Çветтуй Татьянӑсен кунне халалларӑмӑр.

Малтанхи кун, январĕн 25-мĕшĕнче, класс ертÿçи Наталья Александровна ачасене Çветтуй Татьяна кунĕн историйĕпе паллаштарнӑ. Ачасем вӑл каласа панине питĕ тимлĕн итлесе ларнӑ.

Эпир малтанах ачсемпе Çветтуй Татьяна кунĕ камсене халаллани çинчен кĕскен аса илтĕмĕр. 4-мĕш класс ачисем шкултан вĕренсе тухсан, кам пулма ĕмĕтленни çинчен хутсем çине çырса хурма ыйтрӑмӑр. Ачасем хӑйсен ячĕсене, фамилине, ашшĕсен ячĕсене çырнӑ хыççӑн хӑйсем кам пулма шутлани çинчен шурӑ хут çине çырса хучĕç. Çырнӑ хутсене пурте тирпейлĕн хуçлатса хунӑ хыççӑн, пĕр конверта чиксе хучĕç. Конверта вара клейпа сĕрсе уçмалла мар хупласа хучĕç. Çак конверта Н.А.Миронова тĕплĕн упраса, 2026-мĕш çулта сентябрĕн 1 – мĕшĕнче уçма шантарчĕ. «Ачасем, эсир чӑннипех те хӑвӑр ĕмĕтленнине пурнӑçланӑ-и, е çук-и, çакӑн пирки çав çул пĕлĕпĕр», тесе пĕлтерчĕ класс ертÿçи.

Ачасен кӑмӑлне уçмашкӑн вӑйӑ та туса ирттертĕмĕр. Çĕтел çине икĕ тĕрлĕ канафет икĕ купа хурса тухрӑмӑр. Вӑййа икшерĕн тухрĕç. Ачасен куçĕсене курмалла мар тутӑрсемпе хупласа çыхрӑмӑр та, вĕсен алӑсемпе çак пылак çимĕçе икĕ çĕре уйӑрмалла пулчĕ. Класри пур ача та хавасланса хутшӑнчĕ çак конкурса. Юлашкинчен çак пылак çимĕçсене пурне те валеçсе патӑмӑр. Куншӑн вĕсем тав сӑмахĕсене калама манмарĕç.

Çакӑн пек тĕлпулусем татах пуласса шантартӑмӑр ачасене. Ачасем куншӑн савӑнмаллипех савӑнчĕç, тав сӑмахĕсем каларĕç. Юлашкинчен асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕк ÿкертĕмĕр.

Просмотров: 289 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar