MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 18 » Тĕл пулу «Шуçӑм» артисчĕсемпе
12:50
Тĕл пулу «Шуçӑм» артисчĕсемпе

Тĕл пулу «Шуçӑм» артисчĕсемпе

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнчи ялсенче йĕркелĕхе тытса пыракан участок уполномоченнӑйĕ Виктор Валерьевич Алексеев час – часах ял-халӑхĕпе тĕл пулса калаçма тӑрӑшать. Акӑ черетлĕ тĕл пулӑва Москакасси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекен артистчĕсемпе туса ирттерчĕ. Унпа пĕрлех Москакасси библиотека ĕçченĕ Любовь Ванюшкина  малтан мошенниксем çынсене улталаса, тĕрлĕрен сӑтӑрла ĕçсем туни  çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ку тĕл пулура В.Алексеев юлашки вӑхӑтра ытларах Банк карттисем çинчен ултавçӑсем укçа-тенкĕсене мĕнле майпа çаратни çинчен тĕплĕнрех  ӑнлантарса пачĕ. Пурне те укçа-тенкĕ карттисемпе асӑрхансарах усӑ курма чĕнсе хӑварчĕ. Пускилсене, юлташсене, палланисене хӑй каласа парни çинчен ӑнлантарса пама ыйтрĕ.

Артистсем В.Алексеевпа Л. Ванюшкинӑна хӑйсене çакӑн пирки ырӑ сĕнÿсем панишĕн тав сӑмахĕсем каларĕç.

 

Просмотров: 193 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar