MENU
Главная » 2019 » Декабрь » 20 » «Туслӑх» ушкӑн хӑнара «Телей» ушкӑн патӗнче
14:23
«Туслӑх» ушкӑн хӑнара «Телей» ушкӑн патӗнче

«Туслӑх» ушкӑн хӑнара «Телей» ушкӑн патӗнче

 

 Ноябрӗн 18 –мӗшӗнче Шупашкарти культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче Кӳкеҫри "Телей" халӑх фольклор ансамблӗ хӑйӗн 15 ҫулти юбилейне паллӑ турӗ.

Пултарулӑх ушкӑнне саламлама Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗн пайташӗсем, Тутарстанри Пӑва районӗнчи "Уяв" ансамбль, Муркаш, Шупашкар районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитрӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗ, "Телей" фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Наталья Арсентьева, конгресра тӑрӑшакан тусӗсенчен, ЧНК вице-президентӗнчен Анатолий Ухтияровран салам сӑмахӗсемпе пӗрле Хисеп Хутне те тивӗҫрӗ. 

Рыкакаси клубӗҫумӗнчи  «Туслӑх» пултаруллӑх ушкӑнӗ юрӑ – ташӑпа саламларӗ «Каш кашлать Рыкка вӑрманӗ» юрра тата чӑваш ташшине питӗ кӑмӑллӑн алӑҫупса йышӑнчӗҫ «Телей» ансамбле малалла та лайӑх ӗҫлесе пыма ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Просмотров: 342 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar