MENU
Главная » 2018 » Февраль » 20 » Уявран хавас кӑмӑлпа таврӑнчĕç.
09:24
Уявран хавас кӑмӑлпа таврӑнчĕç.

Эх, Çӑварни, Çӑварни,
 Эрне хушши Çӑварни.

Юрлани те ташлани,

Хамӑр чуна йӑпатни!

   Çакӑн пек илемлĕ Çӑварни юрри юрласа, Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕ Мӑн Сĕнтĕрти Çӑварни уявĕнче хутшӑннӑ хыççӑн, Мулкачкасси культура Çуртне юрласа пырса кĕчĕç. Клуб тулли ял халӑхĕ вĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕ. Мулкачкасси ял халӑхĕпе пĕрле хĕл ӑсатӑвне хутшӑнса юрларĕç, ташларĕç, савӑнчĕç.

  Рыкакассисемпе Мулкачӑри артистсем пĕрле ял халӑхне тĕлĕнмелле илемлĕ Çӑварни концерчĕ лартса пачĕç.

    Культура Çурчĕн ертÿçи А.Налимова пуçтарӑннӑ ял халӑхне çуллӑ икерчĕпе, кукӑльпе, вĕри чейпе сӑйларĕ. «Туслӑх» ушкӑна кунта хитре илемлетнĕ çилçунат лашапа та ярӑнтарса савӑнтарчĕç.

    «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнне, ача-пӑча «Хунав» фольклор ушкӑнне Çӑварни уявне хутшӑнса, халӑха савӑнтарнӑшӑн, хамӑр ятран пысӑк тав сӑмахĕ калас килет. Акӑ вĕсем маттурсем: И.Малинова, Л.Абросеева, Г.Короленко, В.Родионова, С.Алексеева, С.Галкина тата ача-пӑча «Хунав» фольклор пултарулӑх ушкӑнĕ. Маттурсем эсир, тав сире, пире çавӑн пек пысӑк пулӑшу парса пынишĕн!

 

Просмотров: 327 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar