MENU
Главная » 2018 » Июнь » 2 » «Ункӑ шевлисем» фестивальтен - дипломсемпе таврӑнтӑмӑр.
12:40
«Ункӑ шевлисем» фестивальтен - дипломсемпе таврӑнтӑмӑр.

          Фоторепортаж

     Июнĕн 2-мĕшĕнче Шупашкар районне кĕрекен Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхĕнчи Чалӑмкасси ялĕĕнче Республика шайĕнче иртекен пултарулӑх ушкӑнĕсем хушшинче Vфестиваль туса ирттерчĕç.  Çак фестивале 4 районĕĕнчи 34 пултарулӑх ушкӑнĕ хутшӑнчĕ, çав хушӑра Муркаш районĕнчи ушкӑнсем: Сӑпайкасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Акуча», Нискасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Кӑмӑл» халӑх ансамблĕ тата Москакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ пулчĕç.

       Уяв Ункӑ шывĕ хĕрринче пулса иртрĕ. Уява килекен пур пултарулӑх ушкӑнне те вырӑнти ял халӑхĕ çӑкӑр-тӑварпа кĕтсе илчĕ.

        2014 - мĕш çулта 1-мĕш хут çак уява Ункӑпуç ялĕнче туса ирттернĕ.

      Уява килнĕ ял халӑхĕ сцена çине тухакан кашни пултарулӑх ушкӑнне тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕ. Пире те, Москакассисене, çав тери ӑшшӑн кĕтсе илсе, тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç.

      Юрласа-ташласа пĕтернĕ хыççӑн кашни ушкӑнах дипломсем парса чысларĕç. Эпир те, тĕрлĕ номинацисемпе, киле 4 дипломпа таврӑнтӑмӑр.

       Кашни ушкӑна сцена çинчен ансан, кил хуçисем тулли кĕреке хушшине йыхравларĕç. Вĕри шÿрпе, шаркку тата тĕрлĕрен тутлӑ апат – çимĕçпе сӑйларĕç, сим – пыл сӑрине те астивтерчĕç Чалӑмкасси ял çыннисем. Хӑнасем йĕри – тавра чупса кӑна тӑчĕç. Тавах сире пурне те, пире ӑшшӑн кĕтсе илсе, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑшӑн!

     Килес çул çак уяв Ишек ял тӑрӑхĕнче пулса иртессине пĕлтерчĕç йĕркелÿçĕсем. «Апла пулсан, килес çул та çак уява хаваспах килĕпĕр!»,- терĕç пирĕн артистсем.

 

Просмотров: 350 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar