MENU
Главная » 2018 » Февраль » 22 » Ункăпуçсене - уяв парни.
18:05
Ункăпуçсене - уяв парни.

       Фоторепортаж

     Февралĕн 22-мĕшĕнче «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушкăнĕ, Шупашкар районне кĕрекен Ункăпуçĕнчи культура Çуртĕнче, Çĕршыв хӳтĕлевçисене халалласа, пуян та илемлĕ концертпа пулса килчĕ. Юрра-ташша кăмăллакансем чылайăн пуçтарăннă культура Çуртне.

   Концертра тĕрлĕрен чăваш тата вырăс эстрада юррисем янраттарчĕç артистсем. Кашни юрăçах тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç залра ларакансем. Сергей Николаев шӳтсемпе тата илемлĕ юрăсемпе тыткăнларĕ, ташласа та савăнтарчĕ. Евгений Тимофеев юрланă юрăсем кашнин чĕри витĕр тухрĕ тейĕн. Радимир Семенов юрланă юррисем те чуна çĕклентерсе тăчĕç. «Анне» юрра юрланă чух, куççулĕсене вăрттăн шăла-шăла илчĕç куракансем. Валерий Голубев, сасă операторĕ, куракансене «Старый клён» юрра çепĕççĕн юрласа савăнтарчĕ.

     Паллах, кунта çак уйăхра çуралнисене те саламламасăр хăвармарĕç. Ташă ушкăнĕ ташланă чух, ларакансем чăтаймасăр урисемпе тапăртатса тăчĕç.

     Концерт икĕ сехете яхăн тăсăлчĕ пулин те, залра ларакансем Сергей Николаева татах юрлама ыйтрĕç. Паллах, вăл вĕсен кăмăлне илемлĕ юрăпа тивĕçтерчĕ.

      Юлашкинчен, пурте ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса «Маттурсем!»,- тесе чылайччен кăшкăрчĕç артистсене.

      Культура Çурчĕн ертӳçи Вячеслав Спиридонов, çакăн пек уяв каçĕ йĕркелесе панишĕн, ял халăхĕ ячĕпе артистсене чун-чĕререн тав сăмахĕ каласа асăнмалăх парне тыттарчĕ. Татах концертсемпе пыма, ял халăхне савăнтарма чĕнсе хăварчĕ. Кĕнеке çине куракансем те тав сăмахĕсем шăрçаларĕç.

      Черетлĕ концертпа, «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕпе, Ункăпуç халăхне савăнтарма, çывăх вăхăтрах çитесси пирки пĕлтерчĕç Москакассисем.

       Уяв концерчĕ чăннипех те пурин кăмăлне çĕклерĕ çак каç.

 

Просмотров: 267 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar