Муркаш районĕнче яланах ял йăли-йĕркисене сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Акă июнĕн 20-мĕшĕнче Шаптак Муркаш ял халăхĕ, ачи-пăчи, ватти-вĕтти те ял уявне туслăн пухăнчĕç. Уява Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников уçрĕ, тав сăмахĕ каларĕ, ял-халăхĕ туслă пулнишĕн чун-чĕререн савăннине палăртрĕ. Уява йĕркелеме пулăшакансене, ял хушшинчи вăхăтра тумалли ĕçсене тимлĕн хутшăнакансене тав çырăвĕсем парса чысларă.
Уява Муркаш район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Е.А. Андреев ячĕпе хисепленкен хуçалăхĕн ертÿçи Виталий Семĕнов хутшăнчĕ. Уйрăмах Е.А. Андреев хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене, ял халăхне уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, вăлах ял уявĕн спонс
...
Читать дальше »