Анаткас Хачӑк ялĕнче çулсеренех ял уявне Илень кунĕнче, августӑн 2-мĕшĕнче, ял – йышпа тулли кĕреке хушшинче туса ирттереççĕ. Кӑçал та çак йӑлана пӑрахмасӑр ял халӑхĕ палӑртнӑ вырӑна пуçтарӑнчĕ. Малтанах ваттисен йӑлине пӑхӑнса, пурте ура çине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрларĕç. Кайран ялти чи ватӑ çынна, Елена Ирзакована, уява пуçлама сӑмах пачĕç. Вӑл пухӑннисене пурне те Илень уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа, уява лайӑх та савӑнӑçлӑ ирттерме пиллесе ялти ватӑсене пурне те сĕтел хушшине ларма йыхравларĕ. Ялти чи сумлӑ асаннесем кĕреке хушшине ларса уяв сӑрине астивнĕ хыççӑн? вĕри шÿрпепе, кукӑль-çӑмахпа сӑйланчĕç. Вĕсене Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» ушкӑн илемлĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕ. Москакасси ветерансен канашĕн ертÿçи В.Бе
...
Читать дальше »