14:00 Хаваслӑ ачалӑх кунĕ | |
Июнĕн 1-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун. Çак хÿтлĕх кунĕнче Москакасси культура Çуртĕнче ачасемпе тата ашшĕ-амӑшĕсем валли çулсеренех хаваслӑ уяв туса ирттереççĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕнче çулталӑк хушшинче çуралнӑ пепкесемпе ашшĕ-амӑшĕсене чыслаççĕ. Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кӑçалхи июнĕн 1-мĕшĕччен пирĕн тӑрӑхра 21 ача çут тĕнчене килнĕ. Çак çемьесене пурне те ял тӑрӑхĕ тата хĕрарӑмсен канашĕ ячĕпе йыхрав хучĕсем ярса панӑ. Çанталӑкĕ янкӑр та хĕвеллĕ кун пулчĕ пулин те йыхрав илнисем сахалтарах килчĕç кӑçалхи çул. Çак çемьесем килнĕ тĕле ял библиотекинче «Ырӑ кĕнекесем-ачасене» ятпа кĕнеке выставки туса хатĕрленĕ Л.Ванюшкина. Культура Çуртне килнĕ ачасем тата ашшĕ-амӑшĕсем библиотекӑна кĕмесĕр юлмарĕç. Вĕсем ачасене валли хатĕрленĕ выставкӑпа кӑмӑллӑ пулчĕç, ачасене валли çуллахи вӑхӑтра вулама кĕнекесем те илме вӑхӑт тупрĕç. Уяв пуçланиччен, пухӑннисем 2014 çулта 1-мĕш июньте ÿкернĕ уяв программине пӑхса савӑнчĕç. Уяв программине кӑçал ача сатĕнчен тухнӑ аслӑ ушкӑнри ачасем илемлĕ сӑвӑ - юрӑсемпе пуçларĕç. Чи интересли ачасем «Двойка» ятлӑ пĕчĕк спектакль лартса пани пулчĕ. Залра ларакансене култармаллипех култарчĕç пĕчĕк артистсем. Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи, Г.Голубева, чĕннĕ хӑнасене тата залра ларакан ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсене уяв ячĕпе тата çу уйӑхĕн 1-мĕш кунĕпе ӑшшӑн саламларĕ. Ачасене каникул вӑхӑтĕнче лайӑх канса, çĕнĕ вĕренÿ çулне çирĕп сывлӑхпа кĕтсе илме телей сунчĕ. Сцена çине пĕчĕк пепкесемпе ашшĕ-амӑшне йыхравларĕ. 6 çемьене тӑваллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç залра ларакансем. Çак çемьесене уява килме кӑмӑл тунӑшӑн тав сӑмахĕсемпе пĕрле парнесем парса чыс турĕ Г.Голубева. Ашшĕ-амӑшĕ те хӑйсене çакӑн пек уяв туса панишĕн тав сӑмахĕсем каларĕç. Юлашкинчен Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен ачасем, уяв ячĕпе, илемлĕ юрӑсемпе пурин чунне те çĕклерĕç. Акӑ вĕсем: Ж.Рыжкова, А.Тимофеев, С.Афанасьев, М.Бал тата Ж.Храмова пулчĕç. Уява йĕркеленĕ çĕрте пулӑшаканĕсем çаксем пулчĕç: Верӑпа Анактолий Макаровсем, О.Поркина тата Л.Ванюшкина. Уяв вĕçленсен артистсене, залра ларакан ачасене тата ашшĕ-амӑшĕсене тутлӑ канфетсемпе сӑйларĕç культура ĕçченĕсем. Уявран хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç пухӑннисем. | |
|
Всего комментариев: 0 | |