MENU
Главная » 2019 » Апрель » 29 » «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ» – Катькасри информации сехечĕ
21:56
«Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ» – Катькасри информации сехечĕ

«Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ» – Катькасри информации сехечĕ

 

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышаннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă. Символсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ. Патшалăх символĕсем – пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.

Çак куна халалласа Катькасри ял вулавăшĕн тата Культура çурчĕн ертÿçисем А. Угаровăпа И. Осипова Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Ялавпа герб çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем – сарăпа йăмăх хĕрлĕ – мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕç. Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕ Илле Семенович Тукташ пулнине те аса илтĕмĕр. Гимн текстне хăш çулта çырнине те, гимнри сăмахсем мĕне пĕлтернине те палăртса хăвартăмăр. Республика гимнне ура çине тăрса итлерĕмĕр, аса илсе юрларăмăр. А. Угарова ачасене Чăваш Патшалăх символĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе те паллаштарчĕ. Çавăн пекех «Юратнă енĕм – Чăваш Ен» викторина та иртрĕ. Ачасем тимлĕ пулни, тĕрĕс хуравсем пани савăнтарчĕ. Информаци сехечĕ пуриншĕн те усăллă пулни палăрчĕ.

 

Просмотров: 385 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar