Апрелĕн 19-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕнче «Юратсан, юрлас килет!» районти V фестиваль - конкурс пулса иртрĕ. Çак конкурса Муркаш районĕнчи юрӑçсем хутшӑнчĕç, çав хушӑра Москакасси культура Çуртĕнчи юрӑçсем те.
Пĕтĕмпе 43 юрӑпа юрӑçсем тата ушкӑнсем хутшӑнчĕç конкурса. Питех те хĕрÿ иртрĕ çак конкурс. Пĕри тепринчен илемлĕ те тĕрĕс шӑрантарчĕç юрӑсене. Пӑхма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ çак артистсене. Чылая тӑсӑлчĕ юрӑçсен хĕрÿ конкурсĕ. Конкурс вĕçленсен, тÿресем пĕтĕмлетÿ тума тепĕр кабинета тухрĕç. Вĕсем пĕтĕмлетÿ тунӑ хушӑра Муркаш районĕнчи ӑста юрӑçсем концерта малалла тӑсрĕç.
Конкурсантсене Муркаш районĕн культура, архив тата туризм пайĕн ертÿçи Л.А.Рыжкова конкурса хутшӑ
...
Читать дальше »