MENU
Главная » 2019 » Апрель » 13 » Чемейсем кӑмӑллӑ юлчĕç
11:20
Чемейсем кӑмӑллӑ юлчĕç

Чемейсем кӑмӑллӑ юлчĕç

 

Ăçта кӑна çитмерĕç пулĕ Москакассинчи культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕсем. Иртнĕ эрнере, апрелĕн 12-мĕшĕнче, «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ Чемей клубĕнче хӑйĕн пултарулӑхĕпе паллаштарса килчĕ. Асӑннӑ вӑхӑта клуба куракансем самаях пуçтарӑнчĕç. Клуб ертÿçи артистсене ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илчĕ.

Куракансен кӑмӑлне тивĕçтерес тесе артистсем самаях тӑрӑшрĕç. Концерта П.Лебедева чӑннипех те тивĕçлĕ шайра ертсе пычĕ. Залра ларакансене тута хупма та ирĕк памарĕ, култарчĕ те култарчĕ хӑйĕн йĕплĕ шÿчĕсемпе. Кашни юрлакан артиста куракансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Кӑçлхи çул Театр çулĕ пулнӑ майӑн, тĕрлĕрен шÿтлĕ сценкӑсемпе те савӑнтарчĕç Чемей тӑрӑхĕнчи ял-йыша. Н.Захаровӑн «Чĕкеç килсен пӑр тапранать» пьесинчи пĕр сыпӑкне пӑхса ахӑлтатсах кулчĕç куракансем. Икĕ сехете тӑсӑлнӑ концерт пĕр сывлавмасӑр иртсе кайрĕ. Кашни номере пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла вылярĕç артистсем. Уйрӑмах Вера Макаровапа Дарья Чермакова юрланӑ юрӑсем чуна çÿçентермелле ӑшшӑн та илемлĕн шӑранчĕç. Залра «Бис!», «Маттурсем!» кӑшкӑрнӑ сасӑсем хӑлхаран каймарĕç. Кӑмӑл тӑвакансем артистсемпе юрларĕç, ташларĕç.

Концерт вĕçленсен, клуб ертÿçи Н.Сорокина, Москакасси артистчĕсене пĕтĕм чунтан ӑшшӑн саламларĕ. «Кун пек концерт тахçанах курманччĕ. Шупашкарти артистчĕсенчен те ирттеретĕр»,-терĕ. Çывӑх вӑхӑтрах «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне ял халӑхне килсе савӑнтарма чĕнсе хӑварчĕ. Вӑл тав сӑмахĕ каланӑ хыççӑн, куракансем тепĕр хут ура çине тӑрса чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса саламларĕç.

Юлашкинчен куракансен кӑмӑлне çĕклес тесе лотерея вылявĕ туса ирттерчĕç Москакассисем. Телейлисем асӑнмалӑх парнесене выляса илчĕç. Куншӑн кӑмӑллӑ юлчĕç Чемей тӑрӑхĕнче пурӑнакансем, тав сӑмахĕ каларĕç.

Хӑнана çӑкӑр – тӑварпа кĕтсе илмелле тенĕ мĕн авалтан. Чемей тӑрӑхĕнче пурӑнакансем артистсене кĕреке хушшине лартмасӑр кӑларса ямарĕç. Вĕри шÿрпепе, тутлӑ кукӑль-çӑмахпа, сим-пыл сӑрапа сӑйларĕç хӑнасене.  

Чемей клуб ертÿçине Н.Сорокинӑна тата ӑна пулӑшакан ял-йыша чунтан тухакан тав сӑмахĕ калатпӑр эпир Москакассинчи культура Çурчĕн артисчĕсем. Тавах сире тепĕр хутччен пире çавӑн пек ӑшшӑн кĕтсе илсе ӑсатнӑшӑн!

 

 

 

 

 

Просмотров: 241 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar